Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пулăшма шантарнă

Раççей спорт министрĕпе Виталий Муткопа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.

Калаçу вăхăтĕнче ертỹçĕсем республикăра спорт объекчĕсене хута ярас ыйтăва тишкернĕ. "2006-2015 çулсенче Раççей Федерацийĕнче физкультурăпа спорта аталантарасси" тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн, çитес çул тĕп хуламăрта Пăр керменĕ хута каймалла. Асăннă объект 7,5 пин вырăнлă пулĕ. Шупашкарта велоспорт маунтинбайк ăмăртăвĕсем йĕркелемелли ятарлă центра та туса пĕтерĕç. Виталий Мутко ĕçе пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен май килнĕ таран пулăшма шантарнă.

"Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн социаллă проекчĕпе килĕшỹллĕн, çитес вăхăтра Шупашкарта физкультурăна аталантармалли тата сывлăха çирĕплетмелли 2 комплекс хута кайĕ.



"Елчĕк Ен"
15 октября 2014
11:08
Поделиться