Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнар
Вăрă хăйне кирлине анчах илсе каять пулсан, пушар йăлтах кĕле çавăрать.
Кăçалхи 9 уйăхра районта 15 (иртнĕ çулхи çак тапхăрта - 10) пушар тухнине регистрациленĕ. "Хĕрлĕ автан" кỹнĕ тăкак 1 миллион та 408 пин (2013 çулхи 9 уйăхра - 909 пин те 200) тенкĕпе танлашнă. Инкексен тĕп сăлтавĕ - халăх юсавсăр кăмакасемпе усă курнинче, электроприборсемпе усă курнă, кăмакасене хутнă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманнинче.
С.САРДАЕВ.
"Елчĕк Ен"