Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Владимир ПУТИН: Чăваш Республики - спорт енĕпе кăтартуллă регион

Владимир ПУТИН: Чăваш Республики - спорт енĕпе кăтартуллă регион

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртрĕ. Ăна РФ Президенчĕ Владимир Путин ертсе пычĕ.

Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Михаил Бабич, канаш членĕсем (пурĕ 32 çын) тата ытти хăна хутшăнчĕç. Ларура 2016-2020 çулсенче спортăн пурлăхпа техника базине аталантарас тата физкультурăпа спорт мероприятийĕсен тытăмне лайăхлатас ыйтусене сỹтсе яврĕç. "Пуш уйăхĕнчи ларура палăртнă тĕллевсем пурнăçланма тытăнни кăмăл-туйăма çĕклет. Ун чухне эпĕ массăллă спорта аталантарасси, кашни çынна физкультурăпа туслаштарасси, çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командине тата спорт резервне хатĕрлесси пирки сăмах пуçарнăччĕ. Анчах та вĕсене пурнăçласси пурлăхпа техника бази пуян пулнинчен килет. Çавăн пекех спорт мероприятийĕсен тытăмне лайăхлатмалла: çынсем, уйрăмах çамрăксем, унта хутшăнса хăйсене кăтартчăр, вĕсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хавхалантарччăр. Аса илтеретĕп: 2020 çул тĕлне пирĕн çĕр-шывра спортпа туслисен йышĕ 40 процентран кая мар пулмалла. Хальхи вăхăтра - 27%. Чи лайăххи - çак кăтарту çултан-çул ỹссе пыни. Çапах ку çителĕксĕр. Иртнĕ ларура эпир "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" комплекса тепĕр хут чĕртсе тăратма, спорт клубĕсен йышне ỹстерме тата Раççейре Пĕтĕм тĕнчери "Спорт - пурин валли те" юхăм пулăшнипе тĕрлĕ мероприяти ирттерме йышăнтăмăр", - терĕ çĕр-шыв Президенчĕ.

Владимир Путин канаш членĕсемпе хăнасене малашне пурнăçламалли çĕнĕ тĕллевсемпе те паллаштарчĕ. Федерацин "Физкультурăпа спорта аталантарасси" тĕллевлĕ программин вăхăчĕ тепĕр çул вĕçленсе пынă май уйрăмах вырăнлă ку. Вăл каланă тăрăх - çĕнĕ проекта РФ Правительстви çирĕплетнĕ, ун валли 2020 çулччен федераци бюджетĕнчен 73,9 млрд тенкĕ уйăрнă.

Ларура РФ спорт министрĕ В.Мутко, РФ вĕренỹ министрĕ Дмитрий Ливанов, çăмăл атлетсен Пĕтĕм Раççейри федерацийĕн президенчĕ Валентин Балахничев, РФ Паралимп комитечĕн председателĕ Владимир Лукин, Чул хула облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Валерий Шанцев, Олимп комитечĕн вице-президенчĕ Владимир Лисин, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ыттисем калаçрĕç.

Лару хыççăн Владимир Путин Пĕтĕм тĕнчери спорт организацийĕсен тата хамăр çĕр-шыври спорт федерацийĕсен ертỹçисемпе тĕл пулчĕ. Унта вĕсем тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç. РФ Президенчĕ нумаях пулмасть çĕнетнĕ керменпе паллашрĕ, манежра тренировка ирттерекен çамрăк спортсменсемпе курса калаçрĕ.


В.В.ПУТИН: "Республикăра (Чăваш Енре) 20 çул демографи лару-тăрăвĕ чакнă. 20 çул! Юлашки виçĕ çулта вара ỹснĕ - çитменнине çирĕп те тăнăçлă. Çакă вăл эпир йышăнакан мерăсен тулли комплексĕн кăтартăвĕ те. Ку вăл медицина, çĕнĕ перинаталь центрĕсем хута яни, ку вăл амăшĕн капиталĕпе финанс енчен пулăшни тата юлашки çулсенче демографи йывăрлăхĕсемпе тĕл пулнă регионсене пулăшни, виççĕмĕш ача çуратнăшăн хавхалантарни, ку юлашки черетре мар, спортпа физкультура çине тимлĕх уйăрни. Эпĕ сире çак ĕçе нумай çул хушши хутшăннăшăн тав тăвас тетĕп. Спортăн ятарлă тĕсĕн представителĕсем унпа ĕмĕр тăршшĕпех ĕçлеççĕ тата эсир хăвăр тĕслĕхĕрпе нумай турăр. Сирĕн воспитанникăрсен кăтартăвĕсем питĕ лайăх - харкам хăйĕн те, командăн та, вĕсем, паллах, асра юлаççĕ тата çамрăк çынсене, тата мĕн пур ỹсĕмрисене те спортпа интересленме хавхалану кỹреççĕ. Пурне те паянхи ĕçшĕн тав тăватăп, паян сỹтсе явнин результачĕ çитес пилĕк çуллăхра спорта аталантарас программăна кĕнипе асра юлĕ".


 



"Елчĕк Ен"
11 октября 2014
11:51
Поделиться