Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пысăк уяв

Елчĕкри искусство шкулне ура ярса пуснă пĕрремĕшсемшĕн пысăк уяв иртнĕ.

Кашни уйрăмра вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Тăмра, фортепиано, гитара калама, ташлама вĕренес текенсем аслисен ăсталăхне курса киленнĕ. Юлашкинчен хушма пĕлỹ илме пынă пĕрремĕшсем тупа юррине янăратнă. Вĕсене искусство шкулĕн значокĕсене парса хавхалантарнă.



"Елчĕк Ен"
11 октября 2014
11:40
Поделиться