Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Патшалăх пулăшăвне - электрон мелĕпе

Федерацин миграци службин Чăваш Енри управленийĕ халăха электрон мелĕпе патшалăх пулăшăвĕ парассине лайăхлатсах пыма тăрăшать.

Çакă Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне илнĕ тата пурăнакан вырăнта регистрацие тăнă, пропискăран тухнă, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курнă чухне вăхăта перекетлеме тата ĕçе çăмăллатма май парать.

Электрон мелĕпе усă курас тесен чи малтанах пĕрлехи портал (www.gosuslugi.ru) урлă заявлени çырса регистрациленмелле, анкетăна çырса тултармалла, унтан кирлĕ документсемпе УФМСăн вырăнти территори подразделенине каймалла. Документсемпе тата заявлени тĕслĕхĕпе Раççей ФМСĕн, Чăваш Енри УФМСĕн тата патшалăх пулăшăвĕсен сайчĕсенче тĕплĕн паллашма пулать.

Электрон мелĕпе патшалăх пулăшăвĕ илес пулсан, электрон мелĕпе çак документсене сĕнмелле: пурăнакан вырăнта регистрациленме е пропискăран тухма ыйтса çырни, паспорт е çын кам пулнине ĕнентерекен урăх документ, çуртра е пỹлĕмре пурăнма ирĕк паракан документ (регистрациленнĕ чухне), килнине е кайнине пĕлтерекен хут, килни е кайни çинчен статистика хучĕ, харпăрлăхçăн (е тара тытаканăн) е вĕсемпе пĕрле пурăнакансен килĕшĕвĕ - электрон мелĕпе алă пусса.

Çакăн хыççăн гражданинăн 3 кун хушшинче регистраци учетне çак документсемпе пымалла: паспорт пама е улăштарма ыйтса çырни, хальхи ỹсĕмри икĕ сăн ỹкерчĕк (калăпăшĕ 35х45 мм).

Паспорт илекенĕн е ăна улăштараканăн миграци службин органне килнĕ чухне паспорт илме кирлĕ документсем - çурални çинчен калакан свидетельство, икĕ сăн ỹкерчĕк, çар учечĕн докуменчĕ, мăшăрланни е уйрăлни çинчен калакан свидетельство, патшалăх пошлинине тỹленине ĕнентерекен квитанци.

Т.КАЗЕЕВА.



"Елчĕк Ен"
11 октября 2014
11:30
Поделиться