Эрех-сăрапа иртĕхнĕ
Преступлени çулĕ çине ытларах эрех-сăрапа иртĕнекенсем тăраççĕ.
Елчĕк район сучĕ Н.Личман ĕçне пăхса тухнă, Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 73 статйипе килĕшỹллĕн ăна 1 çулталăк та 6 уйăх условнăй майпа айăпланă.
Н.Личман кăçалхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче амăшĕпе харкашма пуçланă, ăна 2 хут пуçĕнчен çапнă, унтан ăна вĕлерессипе хăратса кухньăран банкăпа бензин илсе килсе урайне пăрахса çĕмĕрнĕ те шăрпăкпа тивертсе янă. Каярах аллине мăлатук тытса амăшĕ енне утнă, вĕлерессипе хăратнă. Алăк патне çитеспе каялла çаврăннă та çуртран тухса кайнă. Амăшĕ çулăма хăй вăйĕпе сỹнтернĕ. Айăпçă эрех-сăрапа иртĕхнĕ, ниçта та ĕçлемен.
Г.ЧЕРНОВА,
Елчĕк район сучĕн председателĕн пулăшуçи.