Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пысăк уяв

Сăрьел тутарĕсем Курбан-байрама пысăк кăмăл-туйăмпа кĕтсе илнĕ.

Чи малтанах З.Ахметзянов имам ертсе пынипе мечетре пысăк кĕлĕ иртнĕ. Унтан арçынсем масар çине кайса вилнисене асăннă. Кашни килте тенĕ пекех така пусса чỹк тунă, тăван-пĕлĕше, тус-юлташа хăнана чĕннĕ. Çак кун чухăна хăналасси те тĕп вырăнта.

20 куна тăсăлать Курбан-байрам. Аш-какайне тăраниччен çиеççĕ пулсан та тутарсем уявра эрех ĕçмеççĕ.



"Елчĕк Ен"
08 октября 2014
09:40
Поделиться