Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ыйтусене хуравланă

Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Т.Дроздова "хĕрỹ лини" ирттерме хутшăннă.

Икĕ сехет хушшинче телефонпа вăл республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 27 ыйту йышăннă. Çынсене уйрăмах пенсин пухăнакан пайне тỹлесси, патшалăхăн пенсин софинансировани программи, çынсене пенсине маларах ямалли йĕркесем, ĕçлекен пенсионерсен пенси виçине çĕнĕрен шутласа парасси, "Ĕç ветеранĕ" ята илмелли йĕркесем çинчен ыйтусем хумхантараççĕ. Çавăн пекех ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар ĕçленисене пенсине ỹстерсе тỹлесси çинчен 2016 çултан ĕçе кĕрекен саккун та айккинчен юлман.



"Елчĕк Ен"
08 октября 2014
09:33
Поделиться