Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чи лайăххисен шутĕнче

2014 çулхи пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕ парассипе çĕр-шывра чи лайăх ĕçлекен субъектсен шутне кĕнĕ.

Авăн уйăхĕн вĕçĕнче Раççейри ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ М.А.Топилин Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев ячĕпе çыру янă, унта вăл пирĕн республика халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пысăк кăтартусем тунине палăртнă.

Чăваш Енре ĕçсĕррисен йышĕ пысăк мар, шута илнисене кĕске вăхăтрах ĕç тупса пама тăрăшаççĕ. Инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе те пирĕн республика Раççейĕпе 6-мĕш вырăн йышăннă. Ĕçсĕр тăрса юлнисене çĕнĕ професси илме пулăшассипе вара - 2-мĕш вырăнта.



"Елчĕк Ен"
08 октября 2014
09:23
Поделиться