Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ача садне - Пĕрлехи портал урлă

Чăваш Енри хуласемпе районсенче пурăнакансем халĕ ачасене онлайн йĕркипе патшалăх çăмăллăхĕсем паракан Пĕрлехи портал урлă ача садне çырăнтарма пултараççĕ.

Çăмăллăхсем илес тесен ЕПГУра (патшалăх çăмăллăхĕсен пĕрлехи порталĕнче) регистрациленмелле, хăвăра кирлĕ хулан е районăн администрацине шыраса тупмалла та кирлĕ уйрăма заявлени çырмалла. Электронлă майпа çырнă заявленисем часах сире кирлĕ администрацине çитеççĕ. Çăмăллăхсем пирки сире СМС ярса е электрон почтипе пĕлтереççĕ.



"Елчĕк Ен"
08 октября 2014
09:22
Поделиться