Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Пирĕн сад пахчи" акци

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче çуркуннехи тата кĕркуннехи тапхăрта экологи субботникĕсем йĕркелесе ирттересси йăлана кĕнĕ.

Территорие тирпей-илем кĕртес, ялсенче пурăнакансене пархатарлă ĕç тума хавхалантарас тĕллевпе иртнĕ кунсенчи "Пирĕн сад пахчи" черетлĕ акци вăхăтĕнче ял хуçалăх предприятийĕнчи специалистсемпе Кивĕ Эйпеçри шкулта вĕренекенсем сад пахчинче 550 тĕп пан улми йывăçĕ, правлени картишĕнче пилеш хунавĕсене лартса хăварнă. Ĕçе пикеннипе усă курса вĕсем кунта иртнĕ çулсенче лартнă хунавсен таврашĕсене çум курăкран тасатнă.



"Елчĕк Ен"
04 октября 2014
14:24
Поделиться