Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пирĕн ентеше - пысăк хисеп

Хамăр ентешсем пирки ырă хыпар илтме питех те кăмăллă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2014 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнчи 126-мĕш Указĕпе килĕшỹллĕн Элекçей Тимеш ялĕнче çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнакан, ял хуçалăх техникипе тивĕçтерессипе ĕçлекен "Агротехкомплект" тулли мар яваплă обществăн директорне Валерий Петрович Гаврилова ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн "Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă.

Ят-сума тивĕçни малашне тата хавхаланса ĕçлеме, шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларма хистет.

С.АНАТОЛЬЕВА.



"Елчĕк Ен"
04 октября 2014
14:21
Поделиться