Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Директор

Директор

Сăмаха çилпе вĕçтермест

2006 çулхи раштав уйăхĕ. Вĕренỹ çулĕ пуçланнине пăхмасăр тĕрлĕ сăлтавсене пула Çирĕклĕ Шăхаль шкул директорне улăштарма тивнĕ. Пуçлăх пуканне йышăнма шухăшлисем пулнă-ха, çапах та коллектив директор пулма Виктор Витальевич Карчикова сĕннĕ. Ответлăха тĕрлĕ енлĕн виçсе пăхса тарăн шухăшланă хыççăн тилхепене хăй аллине илнĕ Виктор Витальевич.

Унтанпа ним сисĕнмесĕр сакăр çул хыçа юлнă. Паян вăл ертсе пыракан шкулта вĕренекенсен йышĕ сахалтарах пулсан та Çирĕклĕ Шăхальсем районти, республикăри предметсен олимпиадисенче, тĕрлĕ конференцисемпе фестивальсенче çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышĕнче. Раççей шайĕнчи конкурссенче те активлă. Коллектив пĕр-пĕрне ăнланса, туслă та килĕштерсе ĕçлени ỹсĕмсенчен курăнать те ĕнтĕ.

Директортан пуçласа çамрăк учитель е техслужащи таран пĕр-пĕрне хисеплесси, кирек мĕнле ыйтупа та пулăшасси çирĕп йĕркене кĕнĕ.

Шкулшăн килти пекех тăрăшать Виктор Витальевич. Алли пит çыпăçуллă. Шкулта юсав ĕçĕсем ирттермелле е пахчана тирпей-илем кĕртмелле - директор яланах малти ретре, унăн аллинче кирек мĕнле инструмент та вылянса кăна тăрать.

- Пирĕн ертỹçĕшĕн вак-тĕвек, пурнăçлама пултарайман ĕç çук. Пĕр пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр лăпланмасть. Сăмаха çилпе вĕçтермест. Тĕплĕ хуçа, - пĕлтерет директорăн вĕренỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ Нина Левая.

Виктор Витальевич - уçă кăмăллă çын. Учительсем унпа юнашар тăрăшма çăмăл теççĕ. Вăл яланах кирлĕ сĕнỹ-канаш пама пултарать, пурнăçа ăнланать. Ĕçтешĕн хуйхи-суйхине хăйĕнни пек йышăнать. Шкул ачисемшĕн чунне пама хатĕрскер тăрăшса вĕренме, вĕрентме мĕн пур услови туса парас тесе ăшталанать. Çулсерен директорăн ачасене вĕри апат çитерес ыйту çивĕч тăрать. Пахча çимĕçне хăйсемех туса илеççĕ-ха вĕсем, çĕр улми тупасси шухăша путарать. Канлĕх мĕнне пĕлменскер хуçалăхсен ертỹçисемпе тĕл пулать, канашлать. Халĕ ыйтăва татса панă, ашшĕ-амăшĕнчен пулăшу ыйтмасăрах шкул ачисене апатлантарма çителĕклĕ таран çĕр улми хатĕрленĕ. Ертỹçĕне ларнăранпа отпускра канлĕ канса курман пулсан та ỹпкев сăмахĕ илтеймĕн унран. Чăн-чăн ертỹçĕн çапла пулмалла та.

Арçынсем вуннăн тăрăшаççĕ шкулта. Ертỹçĕне кура пĕри те пирус туртмасть. Сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшса кашниех спортпа туслă. Директор хăй те шкулти мероприятисенчен пăрăнмасть.

Çирĕп хуçа кăна мар...

Виктор Карчиков пилĕк ачаллă туслă çемьере ỹссе çитĕннĕ. Вăтам шкул пĕтерсенех ялти шкулта лаборантра тăрăшнă. Унтан Совет Çарне кайнă. Икĕ çул Польшăра службăра тăнă хыççăн каллех шкула хăй вырăннех вырнаçнă. Аслă пĕлỹ илес, ачасене вĕрентес профессине мĕн пĕчĕкрен килĕштернĕрен Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне çул тытнă. Химипе биологи факультетĕнчен вĕренсе тухсан çамрăк специалист тăван тăрăха килнĕ. Ĕлĕкрен пыракан йăлапа тĕп килте тымар яма тĕв тытнă. Малтанах тăван шкул ачисене пĕлỹ панă. Пиллĕкмĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра Виктор çемье çавăрнă. Хăйĕнчен пĕр курс каярах, çав факультетрах вĕренекен Комсомольски районĕнчи Турхан хĕрĕ алла диплом илсен мăшăрĕн ялне килнĕ. Арăмне çăмăлтарах пултăр тесе Виктор Витальевич Кармал шкулне ĕçе вырнаçнă. Кашни кунах çуран утнă, чупнă унта вăл. Надежда Антоновна Çирĕклĕ Шăхалĕнче вĕрентме пуçланă. В.Карчиков 16 çул Кармалта ĕçленĕ хыççăн пĕр çул Çирĕклĕ Шăхалĕнче учительте тăрăшнă. Çулталăкранах ăна директор пуканне сĕннĕ.

Мăшăрĕн çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ Виктор Витальевича. Вăл Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илчĕ, Раççейри "Симĕс планета" конкурсра çĕнтерчĕ. Унăн вĕренекенĕсем районти олимпиадăра та палăраççĕ. Ачасене юратса вĕрентет, профессине чунтан парăннă. Надежда Антоновна аслă категориллĕ учитель. Килте юратнă мăшăр, ĕçре вара аслă юлташ, ăна хавхалантарса пыракан.

Пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланакан çемьере хĕр çитĕннĕ. Оля шкултан ылтăн медальпе, Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Халĕ хăйĕн профессийĕпех вăй хурать. Çакна каласа хăвармасăр иртес мар, пысăк тавра курăмлă хĕрĕпе мухтанма та пултараççĕ Карчиковсем. Оля хăй вăхăтĕнче академири "Студвестник" хаçат редакторĕнче тăрăшнă, Раççей Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ.

Сăмахăма тăван тĕпренчĕкĕ çине куçарнă май, Виктор Витальевичпа Надежда Антоновнан ăш пиллĕхпе ыр кăмăллăхне, çепĕç- лĕхне палăртакан пархатарлă та сăваплă ĕç пирки те пĕлтересшĕн. Викторăн аппăшĕ чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Унăн икĕ хĕрне - 6-мĕш класа каякан Ольăпа тăваттăри Лидăна - Карчиковсем опекăна илнĕ. Пĕр тăвансем пек çитĕннĕ хĕр ачасем чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеçсем пек калаçса, килĕштерсе пурăнакан çемьере. Халĕ Ольăпа Лида ỹссе çитĕннĕ. Оля шкула ылтăн медальпе пĕтерсе аслă шкулта професси илнĕ. Мускавра ĕçлесе пурăнать. Кĕçĕнни ЧПУра стоматолог профессине алла илет.

Çирĕп хуçалăх тытаççĕ Карчиковсем. Кил-çуртне, хуралтă таврашне хăйсемех ăсталанă. Тирпейлĕ пурăннăран ял тăрăхĕ ирттерекен "Чи лайăх кил-çурт" конкурсра та çĕнтернĕ. Арçын кăна мар, хĕрарăм та пăта çапма пĕлет ку килте. Хĕрарăм кăна мар, арçын та тутлă апатпа сăйлама ăста.

Биологсем 26 çул алла-аллăн тытăнса мĕнле кăна йывăç-чечек çитĕнтермеççĕ-ши? Илемлĕ чечексем килте кăна мар, класра та çав тери нумай. Ỹркенмен мăшăр хурт-хăмăр та тытать. Харсăрсем ватта хисеплессине тĕп вырăна хураççĕ. Лидия Викторовна ачисемпе мăнуксемшĕн савăнса пурăннăран кун иртнине те сисмест. Ывăлĕпе кинĕ кунĕпе шкулта, таврана каç сĕмĕ çапмасăр та таврăнаймаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ кил хушшинче аппаланма тăрăшать. Çамрăксене кăштах та пулин пулăшас килет-çке ватăн.

Килте тăнăçлăх, ăшăлăх, юрату пуртан Карчиковсем хăйсем суйласа илнĕ сумлă профессине чунтан парăнса пурнăçлаççĕ, тунă ĕçсемпе капăртатмаççĕ. Вĕсем ачасемпе ашшĕ-амăшĕн, коллективăн хисепне чи пысăк награда вырăнне хураççĕ.

В.СМИРНОВА.



"Елчĕк Ен"
04 октября 2014
14:27
Поделиться