Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Аслă ăрурисене сума суса

Ватăсен пĕтĕм тĕнчери кунне халалласа районта кашни ял тăрăхĕнче, организацисемпе предприятисенче асра юлмалли уявсем иртнĕ.

Чăваш Тăрăмĕн клубне тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсем пухăннă. Вĕсене Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сапожникова саламланă. Аслă Таяпари информаципе культура центрĕн ĕçченĕсем ĕмĕрне тивĕçлипе ирттернĕ ватăсен ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарнă.

Çуткỹлти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти вĕренекенсем мĕн пĕчĕкрен ватă çынсене хисеплеме вĕренсе ỹсеççĕ. Кăçал та ачасем хăйсен çывăх çыннисене сума суса çĕнĕ юрăсемпе сăвăсем, саламсем вĕреннĕ. Вĕсем кашни çулах "Ватă çынна саламла" акцие кăмăлтан хутшăнаççĕ. Класс ертỹçисем "Çыннисем ватă, чĕрисем çамрăк", "Ватлăха хисепле", "Ыр кăмăллăх пирте тата пирĕн хушăра", "Ыр кăмăллăх тата тараватлăх" темăсемпе класс сехечĕсем ирттернĕ.

Вĕренекенсем пĕччен пурăнакан ватăсене тата пысăк тимлĕх кирлине палăртнă.

Тỹскелĕнчи бригада çуртне тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пенсие тухнă чылай ватă пухăннă. Вĕсене Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин саламланă. Ялти чи ватă арçынпа хĕрарăм - В.Шашковпа М.Мальцева та уява çитме кăмăл тунă.

"Шуçăм" фольклор ушкăнĕ Ваттисен уявне çĕнĕ юрăсем вĕреннĕ. Вĕсене ял-йышпа пĕрле шăрантарнă. Юрă ăстисем хăйсем те ĕçпе хисепе тухнă çынсем.



"Елчĕк Ен"
04 октября 2014
14:17
Поделиться