Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Уяв асра юлĕ

Уяв асра юлĕ

Тĕрлĕ ял хăйĕн уявне çулталăкăн тĕрлĕ вăхăтĕнче паллă тăвать. Тĕмерсем ăна Турă хĕресне çĕклесе кăтартнин ячĕллĕ чиркỹ праçникĕнче - сентябрĕн 27-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.

Çак кун çанталăк тĕлĕнмелле лайăх тăчĕ. Сарă хĕвел хăйĕн ăшшине кĕр кунĕнче те шеллемерĕ. Садри, пỹрт умĕнчи тĕрлĕ йывăçсем тĕсĕсене улăштарчĕç. Майĕпен çулçă та тăкăнать. Часах хура кĕркунне çитет.

Кăнтăрла иртсен чиркỹре уяв кĕлли тухрĕ. 14 сехет тĕлне ял-йыш ялти стадиона пуçтарăна пуçларĕ. Часах юрă сăмахĕсем ял тăрăх саланма тытăнчĕç. Андрейпе Алексей Шадриковсем, Петр Ермолаев, Светлана Карсакова Тĕмере пĕрремĕш хут мар килеççĕ. Кашнинче вĕсене куракансем ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Хальхинче те çавăн пек пулчĕ. Чăвашсен паллă юрăçисем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç, ял çыннисене савăнтарчĕç.

Стадионта çав вăхăтра спорт ăмăртăвĕсем пуçланчĕç. Уява йĕркелекенсем вĕсене ытларах ача садне çỹрекенсенчен пуçласа шкулта вĕренекенсем хушшинче йĕркелеме тăрăшрĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем, пĕчĕк ăмăртусене хутшăннă ачасен куçĕсем хăйсене чысланă вăхăтра еплерех çиçрĕç. Çитĕннисем те ачасенчен юлас темерĕç: канат туртрĕç, кире пуканĕ çĕклерĕç, алă вăйĕ виçрĕç, волейболла, футболла вылярĕç. Вĕсенче палăрнисене Шупашкарти педагогика колледжĕн директорĕ Валерий Сапожников, ялти шкул директорĕ Александр Муллин, спорт ветеранĕ Геннадий Федоров тата ыттисем саламларĕç.

Н.АЛЕКСЕЕВ.



"Елчĕк Ен"
01 октября 2014
09:38
Поделиться