Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Техникăна упрамалла

Техникăна упрамалла

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче уй-хирте çитĕнтернĕ тухăçа пухса илчĕç. Халĕ кĕрхи çĕртме сухи тумалли çеç юлчĕ. Уй-хирти ĕçсене вĕçленĕ хыççăн техника хатĕрĕсене хĕл каçма хатĕрлемелле, хĕллехи тапхăрта юсаса хумалла.

Кашни техника хатĕрне хĕл каçма вырнаçтарса лартнă чухне уйрăмлăх пур. Акă, тĕш тырă çапса тĕшĕлекен комбайнсене тусанран, арпа-улăмран тасатмалла, ременьсене, сăнчăрсене пушатмалла, вĕсене тата гидроцилиндрсене, аккумуляторсене, касакан пайĕсене техника çинчен илсе склада упрама хумалла.

Кустăрмасенчи пусăма чакармалла, техника хатĕрĕсене ятарлă пукансем çине лартмалла. Вĕсем çĕр çинчен çỹлерех пулмалла.

Уй-хирте кăкарса ĕçлекен техника хатĕрĕсем - плугсемпе культиваторсем, дисклă сỹресем, сеялкăсем çине те тимлĕх уйăрмалла, вĕсен ĕçлекен, çаврăнакан пайсене тутăхасран çу сĕрмелле, шинăсене шуратмалла.

Кашни хуçалăхрах ятарлă ангарсем çук. Çавăнпа хăш-пĕр техника хатĕрне уçă вырăнтах упрама тивет. Çакăн чухне двигательсене хупламалла, агрегатсене герметизацилемелле.

Пурте пĕлетпĕр, çĕнĕ техника хатĕрĕсене туянма укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. Вĕсене хĕл каçма тивĕçлипе хатĕрлесен, перекетлĕрех пулĕ.

Хĕл çитиччен вăхăт нумай юлмарĕ, техникăна хĕл каçма тивĕçлипе хатĕрлемелле.

А.СОЛОВЬЕВ,

патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн ертỹçи.



"Елчĕк Ен"
01 октября 2014
11:18
Поделиться