Малалла та аталан, тăван ялăм!
Аслă Елчĕке никĕсленĕренпе 455 çул çитрĕ. Çавна май кунта пысăк уяв ирттерчĕç.
Вăл Христос Чĕрĕлĕвĕн ячĕллĕ чиркỹре Максим атте савăнăçлă кĕлĕ ирттернинчен пуçланчĕ. Çанталăк ăшă та хĕвеллĕ тăнине пула çынсен кăмăл-туйăмĕ те çĕкленỹллĕ. Пĕтĕм мероприятисем ялăн варринче, тĕп лапамра иртрĕç.
Спортра Аслă Елчĕксем яланах палăрнă. Уйрăмах ялта тĕрлĕ мелсемпе кĕрешесси, футбол вăййи лайăх аталаннă. Уявра та ял çыннисем хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем хавхалантарса тăчĕç. 9 виçере мала тухассишĕн кĕрешрĕç вĕсем. Çăмăл атлетсен эстафетине те пăхса тăма кăмăллă пулчĕ. Калуш ывăтасси, канат туртасси те çынсене хăйсем патне илĕртрĕç. Çĕнтерỹçĕсене грамотăсемпе, ятарлă медальсемпе, парнесемпе чысларĕç. Çамрăксем спорт çулĕ çине тăни чуна çĕклет.
Информаципе культура центрĕ çумĕнчи лапамра уйрăм çынсен, коллективсен пултарулăхне сăнлакан курав йĕркеленĕ. Акă, Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсем пахча çимĕçпе улма-çырларан хатĕрленĕ тĕрлĕ юмахсенчи персонажсем, чĕр чунсен кỹлеписем хăйсем патне чĕнеççĕ. Çавăн пекех Г.Тимофеева, Е.Антонова, Н.Григорьева, А.Игнатьева тĕрленĕ тĕрĕсемпе ỹкерчĕксем, çыхнă изделисем те илĕртеççĕ. Чăннипех те ăста та илеме туякан çынсем пурăнаççĕ Аслă Елчĕкре. Ахальтен мар пулĕ кашни урамра пурăнакансем хатĕрленĕ уяв сĕтелĕсем патĕнчен те çынсем кайма пĕлмерĕç - кашниех ăстаçăсен апат-çимĕçне тутанса пăхрĕ. Тăван хуçалăха нумай çул хушши ертсе пынă Г.Тябуков ячĕллĕ урамра пурăнакансем тутлă апат-çимĕçпе кăна мар, сăпкапа, çу уçлакан хатĕрпе, кĕнчелепе илĕртрĕç. Сăмах май, çак урамра ăста юрăçсем те сахал мар - "Сăрнай" фольклор ушкăнне йĕркелени кăçал 25 çул çитрĕ.
Кăнтăрла иртсен 14 сехетре уява официаллă майпа уçрĕç. Пухăннисене уяв ячĕпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, ЧР культура министрĕ В.Ефимов, ытти сумлă хăнасем те килнĕ.
Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев ялăн пурнăçне хастар хутшăнакансене тав çырăвĕсемпе чысларĕ. "Аслă Елчĕкĕн хисеплĕ гражданинĕ" ята "Спутник-1" ООО директорĕ В.Чернов тивĕçрĕ. "Ялти чи лайăх урам" ята Пĕрремĕш май урамĕ, "Чи лайăх хуçалăх" ята З.Патшина хуçалăхĕ, "Чи лайăх пусă" ята Дзержинский урамĕнчи пусă тивĕçрĕç.
Н.Миллин уяв ячĕпе саламланă май, район администрацийĕн Хисеп грамотине Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн специалисчĕсене З.Печковăпа Э.Федоровăна, ялти библиотека заведующине М.Печковăна пачĕ.
Пухăннисене Ленин ячĕллĕ ЯХПК ертỹçи В.Падуев, Максим атте те саламларĕç, палăрнисене Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.
Чăваш Республикин культура министрĕ В.Ефимов та уява пушă алăпа килмен. Информаципе культура центрне юсама маларах 750 пин тенкĕ уйăрнăччĕ. Халĕ вара музыка инструменчĕсем туянма 400 пин тенкĕ уйăрнине палăртакан сертификата, ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Афанасьева министерствăн Хисеп грамотине пачĕ.
Унтан тĕп лапамра, хуçалăх правленийĕ çурчĕ умĕнче тăван яла аталантарма нумай çул хушши ĕçленĕ, "Хисеп Палли" орден кавалерне В.Горшкова асăнса Асăну хăмине уçрĕç. Вăл тăрăшнипе ялта Культурăн, ача-пăча сачĕн, Ленин ячĕллĕ колхоз правленийĕн, суту-илĕвĕн, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн çурчĕсене, ĕне ферминчи объектсене çĕкленĕ.
Ял халăхне художество пултарулăх коллективĕсем, Шупашкарти артистсем ташă-юрăпа савăнтарчĕç.
А.КАРЛИН.