Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пирĕн пуласлăх

Пирĕн пуласлăх

Ачасем - çĕр-шыв пуласлăхĕ. Çавăнпа вĕсене тĕрлĕ енчен ăслă-тăнлă та çирĕп сывлăхлă пăхса ỹстересси - ача садĕнче ĕçлекенсен кулленхи тивĕçĕ.

Атте-анне, тăван кил, тус-йыш, тăван тавралăх илемĕ, чĕр чун тĕнчи - çак ыйтусем пирĕн ача садĕнче тĕпре тăраççĕ. Çавна май халăхăн ырă йăли-йĕркине, унăн ăс-хакăл пуянлăхне ачасене мĕн пĕчĕкрен паллаштарса ỹстерме тăрăшатпăр.

Ачасем ытларах выляма юратаççĕ. Вĕсен пĕтĕм пурнăçĕ вăйăра. Çавна кура хамăрăн ĕçре юрă-сăвă ытларах усă курма тăрăшатпăр. Мĕнле вăйă, ăна еплерех йĕркелесси ача пăхакансенчен, вĕсен кăмăл туртăмĕнчен килет. Мĕн пĕчĕкрен шỹт тума, ăна ăнланма вĕрентес тетпĕр. Темле пулсан та шỹтлесе каласа пани ача патне хăвăртрах çитет, унăн кăмăл-туйăмĕнче тарăнрах йĕр хăварать.

Ача садĕнче шăпăрлансен литература аталанăвĕн никĕсĕ хывăнать. Çавăнпа пĕчĕккисемпе ĕçленĕ чухне вĕсене кĕнекепе кăсăклантарассине, илемлĕ литература хайлавĕсене туйăмлă итлеме хăнăхтарассине тĕп вырăна хуратпăр. Ку тĕлĕшпе "Шевле" ача садĕнчи воспитатель-педагогсене пулăшма тивĕçлĕ вĕренỹ хатĕрĕсем çителĕклĕ. Паянхи воспитатель çĕнĕ йышши пособисемпе паллашсах тăрать. Унсăрăн мĕнле-ха? Хальхи ача-пăчан тĕнче курăмĕ пĕчĕк мар. Вăл тĕрлĕ енлĕ аталанать. Пĕчĕкскерсем компьютерпа та туслă. Мĕн тĕрлĕ юмах-халап пĕлмеççĕ вĕсем. Ĕçре хальхи йышши оборудованисемпе туллин усă курма май пурри воспитани ĕçĕнче пысăк пулăшу кỹрет.

"Çуралнинчен шкула çитиччен" программăна пăхăнса ĕçлетпĕр. Эпĕ "Хĕвел" ушкăна ертсе пыратăп. Унта 20 шăпăрлан çỹрет. 3-4 çулхи ачасемшĕн пурнăçри кашни пулăм кăсăклă. Çавна май час-часах экскурсире пулатпăр. Нумаях пулмасть юман йывăççи патне йĕкел пуçтарма, кăмпана кайса килтĕмĕр. Хамăр пуçтарнă япаласемпе занятисенче усă куратпăр. Кăмпасене палланă хыççăн вĕсене пластилинран ăсталарăмăр.

Ачасем хăтлă садике кăмăлласа çỹреççĕ. Вĕсене шкулчченхи воспитанипе пĕлỹ парас тесе хамăрăн пултарулăха кулленех ỹстерсех пыратпăр. Пирĕн пуласлăх пирĕн алăра иккенне эпир лайăх ăнланатпăр.

 


Районта тăватă ача сачĕ ĕçлет. "Солнышко", "Шевле", "Чебурашка", "Илемпи" ача сачĕсене тата вĕренỹ учрежденийĕсенчи шкул çулне çитмен 37 ушкăна 756 шăпăрлан çỹрет. Вĕсене 65 воспитательпе музыка ертỹçи тивĕçлĕ воспитанипе пĕлỹ парать. Иртнĕ çулсенче "Солнышко", "Илемпи", "Чебурашка" ача сачĕсем çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе республикăн 200 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ.


Н.АРХИЛИНА,

"Шевле" ача сачĕн воспитательници.



"Елчĕк Ен"
27 сентября 2014
13:45
Поделиться