Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паттăр ячĕпе - викторина

Совет Союзĕн Геройĕ Семен Алексеевич Андреев 90 çул тултарнине халалласа 1-11-мĕш классем хушшинче дистанциллĕ уçă викторина иртет.

Ăна район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕ тата Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул йĕркеленĕ.

Викторина Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул сайчĕ урлă дистанциллĕ майпа авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырать. Унăн пĕтĕмлетĕвне тата çĕнтерỹçĕсен ячĕсене юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче çак сайтăн "Хыпарсем" рубрикинче пĕлме пулать. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене грамотăсем кĕтеççĕ.



"Елчĕк Ен"
24 сентября 2014
09:06
Поделиться