Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хамăр правасемпе усă курар

Ресторансемпе кафесенче, барсенче, столовăйсенче, закусочнăйсенче е ытти обществăлла апатлану вырăнĕсенче çăмăллăхсене патшалăх стандарчĕпе килĕшỹллĕн параççĕ. Калăпăр, хăвăра кирлĕ апата палăртса маларах вырăн йышăннă тата уншăн маларах тỹлесе хунă, анчах та тĕрлĕ сăлтава пула кафе е ресторан çăмăллăхĕсемпе усă курассипе килĕшместĕр пулсан, федерацин 1992 çулхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 2300-1-мĕш номерлĕ "Потребительсен прависене хỹтĕлесси çинчен" саккунĕн 32-мĕш статйипе килĕшỹллĕн тата Раççей Правительствин 1997 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнчи 1036-мĕш йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ йĕркесемпе нормăсем тăрăх эсир кирек хăçан та вĕсен çăмăллăхĕсене хирĕçлеме пултаратăр. Анчах та общепитăн тăкакĕсене тỹлеме тивет. Общепит тăкакĕсен шутне кафе персоналĕн ĕçĕ-хĕлĕ тата вăл паракан çăмăллăхсем çеç мар, усă курнă апат-çимĕç те кĕреççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, эсир аванс тỹлесе хуни каялла таврăнмасса та пултарать.

Федерацин 2011 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 218-мĕш номерлĕ саккунĕпе килĕшỹллĕн, алкоголь продукчĕсене, сăрана, обществăлла апатлану предприятийĕсемсĕр пуçне, 23 сехетрен пуçласа 8 сехетчен ваккăн сутма чарнă. Кафепе ресторанта сире эрех-сăрана уçса илсе килсе памалла. Хăвăр суйласа илнĕ напитокшăнах укçа тỹлеттереççĕ-ши тесе иккĕленетĕр пулсан, кĕленчене хăвăр умăрта уçма ыйтăр.

Енчен те закускăн, блюдăсен, десертсен пахалăхĕ сире тивĕçтермесен, калăпăр, унта шăна, ытти япала асăрхасан, потребителĕн продукцие çĕнĕрен хатĕрлеттерме право пур. Çавăн пекех пахалăхсăр апат сĕнсен ăна ăшăттарма, сивĕттерме, тăвар калаттарма, хатĕр пуличчен вĕреттерме, шаритлеттерме пултаратăр. Енчен те сирĕн правасене пăссан, эсир апатлану предприятийĕнчи çитменлĕхсене асăрхасан, чи малтанах предприяти пуçлăхне пĕлтермелле.

Енчен те ыйтăва вырăнта татса параймасан Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьел территори уйрăмне çак адреспа: Патăрьел, Ленин тăкăрлăкĕ, 13-мĕш çурт (2-мĕш хут) пымалла, е хĕрỹ линин 8-83532-5-03-45 номерлĕ телефонĕпе пĕлтермелле. Хамăр правасемпе яланах пĕлсе усă курар.

И.ПАЙМУЛЛИНА,

уйрăмăн эксперт специалисчĕ.



"Елчĕк Ен"
24 сентября 2014
09:39
Поделиться