Чупу вăй-хал парнелет
Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.
Вырсарни кун районта, Пĕтĕм Раççейри пекех, Нацисен кросĕ иртнĕ. Унăн итогĕсемпе чупăва районта йĕркелесе ирттерес енĕпе туса хунă йĕркелỹ комитечĕн председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Анисимова паллаштарчĕ. Чупу ял тăрăхĕсенче иртнĕ. Районĕпе унта виçĕ пине яхăн çын хутшăннă. Чылай организаци, çав шутран районти тĕп больница, Елчĕкри вăтам шкул Нацисен кросне çуран чупакансен йышлă ушкăнне тăратнă. Г.Анисимова кунсерен вăй-хала çирĕплетекен упражненисем туни, çуран чупни сывлăха çирĕплетнине, лайăх кăмăл-туйăм парнеленине палăртрĕ, чупăва хутшăнакансене пурне те тав турĕ.
Район администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ М.Павлова муниципалитетăн куçман пурлăхĕпе кăçалхи 8 уйăхра мĕнле усă курнипе паллаштарчĕ. 2014 çулта çĕрпе тата куçман пурлăхпа усă курассипе Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ ăнăçлă ĕçленĕ. Вăл çавăн пекех çĕрпе пурлăха арендăна парса тупăш илесси, пай çĕрĕсене шута илсе регистрацилесси, нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтересси çинче чарăнса тăнă.
Районти демографи лару-тăрăвĕ çинчен ЗАГС пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Н.Баймушкина каласа пачĕ. Ача çураласси, çемье чăмăртасси районта ỹснĕ, анчах уйрăлакансен йышĕ те пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен пысăкрах. Вăл ку енĕпе ЗАГС пайĕ мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинче чарăнса тăчĕ.
Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.