Тетте мар
Юлашки вăхăтра çулсем çинче мопедсемпе скутерсем час-часах курăнма пуçларĕç.
Ытларах шкул ачисем ярăнма кăмăллаççĕ вĕсемпе. Çул-йĕр правилисене пĕлмен, транспорт хатĕрĕпе çỹрес енĕпе опыт пухайман, ỹсĕмне кура çул-йĕр çинчи лару-тăрăва ăнкарайманскерсем тăтăшах аварине лекеççĕ, йĕркене пăхăнмасăр ытти водительсене йывăр лару-тăрăва кĕртсе ỹкереççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ кĕçĕн ачине скутер туянса пани ăна вилĕм аллине панипе танах. Инкек хăйсен ывăлĕ-хĕрне пырса çапассăн туйăнмасть вĕсене. Статистика çакна çирĕплетет: çак транспорт хатĕрĕ хутшăннипе пулакан аварисенчен 95 проценчĕ скутер водителĕсемпе пассажирĕсем пурнăçран уйрăлнипе вĕçленет.
Çул çитмен çамрăксем асăннă транспорт хатĕрĕсемпе çỹренĕ чух асăрханусăр пулнăран аварине лексе йывăр сусăрланнă тĕслĕх пирĕн районта та пулчĕ.
Çак тĕслĕхе тĕпе хурса ашшĕ-амăшне питĕ асăрхануллă пулма ыйтас килет.
А.АДЮКОВ, ГИБДД сотрудникĕ.