Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пулăшупа туллин усă курар

Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă халăх килтен тухмасăрах патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕпе усă курма пултарать.

2014 çулхи çĕртме уйăхĕнчен пуçласа асăннă порталта çăмăллатнă регистраци хута кайнă. Граждансем карас телефонĕ урлă е электрон почтин адресĕпе уйрăм кабинет уçма пултараççĕ.

Пулăшупа туллин усă курас тесен гражданинăн харпăр хăй кабинетĕнче çак кăтартусене палăртмалла: хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, çуралнă вăхăт, паспорт, СНИЛС кăтартăвĕсем.

Çын хăй кам пулнине çирĕплетнĕ хыççăн пулăшу ĕçĕсене электрон мелĕпе илме пултарать. Çакна темиçе майпа пурнăçлама май пур: çирĕплетỹ кодне кăтартнă çырăва Раççей почти урлă саккас парса, "Ростелеком" АУН центрĕсем пулăшнипе, квалификациллĕ электрон уçă хатĕрĕпе е универсал электрон карттăпа (УЭК) усă курса.

Раççей ШĔМĕн территори органĕсенчи лицензипе ирĕк паракан ĕçĕсен подразделенийĕсем паянхи кун хĕç-пăшал туянма тата упрама ирĕк паракан лицензи е уйрăм хуралçăн удостоверенине илнĕ чух граждансене электрон мелĕпе усă курма сĕнеççĕ.

Л.НИКИФОРОВА,

шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ.



"Елчĕк Ен"
20 сентября 2014
10:35
Поделиться