Кулленхи сыхланулăх инкекрен упрать
Паянхи кун Интернет, социаллă çыхăну, карас телефонĕсем тата ытти çыхăну мелĕсем халăха пысăк пулăшу параççĕ.
Çав вăхăтрах вĕсем пĕр-пĕрне айăпласа, хурласа е чăнлăхран пăрса калакан кирек мĕнле сăмаха та чĕре патне илекен çынсене пăтратса ярас хăрушлăх та тухса тăрать. Çак сăлтавпах юлашки вăхăтра политика тĕллевĕсене хĕç-пăшалсăр, информаципе тата витĕм кỹмелли ытти мелпе пурнăçламалли инструментсемпе меслетсен пуххи анлă сарăлса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Чылай чухне ку меслетсемпе экстремизма, национализма ỹстерме тата хĕтĕртме, общество ăс-тăнĕпе чеен усă курма, никама пăхăнман патшалăхсен шалти политикине тỹрремĕн хутшăнма усă кураççĕ (витĕмлĕ тĕслĕх Украинăра пулса иртрĕ).
Çавăнпа та Интернет урлă информаци илнĕ чухне яланах асăрхануллă пулмаллине асрах тытар. Уйрăмах çамрăк ăрăва упрар киревсĕр хыпарсенчен. Интернет сетьне çăмăллăнах кĕрсе экстремизмпа терроризм сĕмĕллĕ сайтсемпе паллашасран асăрхаттарса шкулсенчи тата килти компьютерсене ятарлă контакт-фильтрсемпе тивĕçтермелле.
Куллен сыхлануллă пулни пысăк хăрушлăхран упранма пулăшать.
Л.ЕГОРОВА.