Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Коррупци никĕсне хавшатать

Коррупцие çĕнтермелли утăмсенчен пĕри - çак преступленин тĕп сăлтавĕсене пĕтересси, уйрăм коррупционерсене тивĕçлипе явап тыттарасси.

Раççей Федерацийĕн Уголовнăй право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексне кĕртнĕ юлашки улшăнусем коррупцие хирĕç тата та витĕмлĕрех кĕрешме хистеççĕ. Вĕсемпе килĕшỹллĕн, ку енĕпе айăпа кĕнĕ çыннăн ирĕклĕхне чакарма е ăна ирĕклĕхсĕр хăварма пултарнисĕр пуçне, саккуна пăсакана взятка виçинчен 100 хут пысăкрах суммăлăх штрафлама пултараççĕ. Уголовнăй яваплăха взятка виçине кура палăртаççĕ: ахаль виçе, пĕлтерĕшлĕ виçе, пысăк тата уйрăмах пысăк виçе.

Паянхи кун коррупци никĕсне хавшатма пулăшакан витĕмлĕ мел - тĕрлĕ пулăшу ĕçне электрон мелĕпе кỹресси. Çакă халăхпа чиновниксен хутшăнăвне май пур таран чакарать.

А.ПЕТРОВ.



"Елчĕк Ен"
20 сентября 2014
10:33
Поделиться