Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йĕркесем ансатланнă

Юлашки улăшăнусемпе килĕшỹллĕн, ют çĕр-шыв паспортне хатĕрлессипе çыхăннă йĕркесене ансатлатнă.

Ют çĕр-шыв паспортне илес тесен гражданинăн федерацин миграци службине пĕр экземплярпа заявлени çырса памалла (ĕç вырăнĕнчен илнĕ шантару кирлĕ мар ку чухне), çавăн пекех çумра РФ гражданинĕн паспорчĕ, 18-27 çулсенчи арçынсен çар билечĕ, патшалăх пошлинине тỹленине ĕнентерекен квитанци пулмалла. Кунтах сăн ỹкерчĕк хатĕрлĕç.

Ют çĕр-шыв паспорчĕпе çыхăннă улшăнусем те пур. Малашне ăна 10 çула параççĕ, страницăсен шучĕ, хỹтлĕх паллисем малтанхинчен нумайрах.

2015 çулхи кăрлач уйăхĕнчен ют-çĕршыв паспортне илессипе çыхăннă патшалăх пошлинисем ỹснине кура, граждансене паспорт тăвас ĕçе халех пуçăнма йыхравлатпăр.

Паспорт илес тесен патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен вырăнти нумай функциллĕ центра та пыма пултаратăр.



"Елчĕк Ен"
20 сентября 2014
10:38
Поделиться