Пире хĕл хăратмĕ
Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ чи малтанах эрне кун Елчĕк ялĕн кунне мĕнле ирттернине тишкерчĕ, мероприятисене лайăх хак пачĕ, ăна йĕркелекенсене тав турĕ. Сăмах май, ял уявне хатĕрленсе, йĕркелесе ирттерме çамрăксем пуçарулăх кăтартнă.
Культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ А.Александрова Анапа хулинче Пĕтĕм Раççейри культура работникĕсен семинарне хутшăннă. Унта тĕпрен илсен туризма аталантарас тата ытти ыйтусене сỹтсе явнă. Çакăн çинчен каласа пачĕ вăл пухăннисене. Район администрацийĕн пуçлăхĕ районта та истори тата пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсем пуррине, çав вăхăтрах районта туризма аталантарасси пĕр вырăнта тăнине палăртрĕ. Вĕренни паха, ăна вырăнта ĕçе кĕртни тата лайăхрах.
Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Нумай ĕçе республикăра чи малтан вĕçленĕ. Халĕ çĕр улми кăларас, куккуруса вырса силоса хывас, кĕрхи çĕртме сухи тăвас ĕçсене вĕçлесси çеç юлнă.
Обществăлла çурт-йĕре хутса ăшăтассине пуçăнас ĕç çывхарса килет. Район администрацийĕн строительство, архитектура тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Петров пĕлтернĕ тăрăх - сывлăш температури пилĕк кунран кая мар 8 градус ăшă тăрсан обществăлла çурт-йĕре хутса ăшăтма тытăнмалла. Нумай хваттерлĕ çуртсене темиçе çул каяллах уйрăмшарăн хутса ăшăтассине йĕркеленĕрен ку енĕпе ыйту çук. Шкулсем, ача-пăча, культура учрежденийĕсене хутмалли сезона хатĕрлес ĕç йĕркеллĕ пырать. Елчĕкри газ участокĕн начальникĕ А.Львова котельнăйсене ĕçе ярас умĕн газ работникĕсем панă асăрхаттарусене шута илесси, кирлĕ документсене хатĕрлесси пирки сĕнỹсем пачĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнчен кая юлмасăр шкулсене, ача сачĕсене, Ваттисен, культура çурчĕсене ăшă парса тăрассине йĕркелеме хушса хăварчĕ.