Тĕрлĕ енлĕ пултарулăх
Тĕмерте çуралса ỹснĕ, республикăри совет, пичет органĕсенче нумай çул ăнăçлă ĕçленĕ Геннадий Афиногентович Краснов çуралнăранпа 85 çул çитрĕ.
Геннадий Афиногентович хресчен çемйинче кун çути курнă. Ашшĕ, Афиногент Васильевич, вăрçăччен Хĕрлĕ Çарта виçĕ çул службăра тăнă, Мускавра, каярах колхозра ĕçленĕ, Аттелĕхĕн Аслă вăрçи витĕр тухнă. Ывăлĕ те çĕр-шывшăн йывăр вăхăтра аслисемпе тан колхозра вăй хунă. Çамрăкăн вĕренес туртăм пысăк пулнă, ашшĕ те фронтран килне янă çырăвĕсенче ывăлне вĕренме сĕннĕ. 1943 çулта Тĕмерти 7 çул вĕренмелли шкула ăнăçлă вĕçленĕ Геннадий Патăрьелĕнчи педагогика училищине кайса кĕнĕ. Унта хăйĕн ентешĕпе - Анатолий Васильевич Жирнов сăвăçпа пĕр вăхăтра вĕреннĕ. Икĕ юлташ инçе çула пĕрле тăкăрлатнă. Педагогика училищине Геннадий 1946 çулта пĕтернĕ. Шкулта учитель вырăнĕ пулман пирки клуб заведующийĕнче, Тĕмер ял совечĕн секретарĕнче ĕçленĕ.
Аслă пĕлỹ илес тĕллевпе 1949 çулта Геннадий Краснов Чăваш педагогика институчĕн историпе филологи факультетне кайса кĕнĕ, тепĕр 4 çултан истори учителĕн специальноçне алла илнĕ. Хальхи Муркаш районĕнчи Аслă Сĕнтĕрти, хамăр районти Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулсенче пĕрер çул истори учителĕ пулса ĕçленĕ. 1955 çултан пуçласа унăн ĕçĕ-хĕлĕ 9 çул Пăрачкав тата Улатăр районĕсемпе çыхăннă. Пăрачкав районĕнчи роно инспекторĕ, шкул-интернат завучĕ, район хаçачĕн пай заведующийĕ, КПСС Пăрачкав райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕ, районсене пĕрлештерсен Улатăр парти комитечĕн идеологи пайĕн заведующийĕн çумĕ, пĕрлештернĕ хаçатсен редакторĕн çумĕ - кашни ĕç яваплă, çынсемпе ĕçлемелле. Çак тапхăра вăл пурнăç шкулĕ тесе шутлать. Çав вăхăтрах ăна пĕлĕвне партин Аслă шкулĕнче вĕренсе ỹстерме сĕнеççĕ.
1964-1966 çулсенче Геннадий Краснов - партин Ленинградри Аслă шкулĕн слушателĕ. Ун хыççăн ăна КПСС Çĕрпỹ райкомĕн идеологи енĕпе ĕçлекен секретарьне суйлаççĕ.
Çак яваплă ĕçре виçĕ çула яхăн тăрăшнă хыççăн парти Чăваш обкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕн çумĕ пулма çирĕплетеççĕ. Вăл вăхăтра парти обкомĕ çамрăксене патриотла воспитани парас, халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетес, массăллă-политикăллă ĕçе йĕркелес енĕпе нумай тăрăшнă. Геннадий Афиногентович çак ĕçсене ертсе пыракансенчен пĕри пулнă. Унсăр пуçне хаçат-журналпа тачă çыхăну тытнă. СССР Журналистсен Союзĕн членĕн статйисем "Советская Россия" издательствăра пичетленнĕ сборниксенче, центрти, республикăри хаçатсемпе журналсенче, уйрăмах "Агитатор блокночĕ" журналта нумай кун çути курнă. Каярахпа Геннадий Краснов КПСС Чăваш обкомĕн пĕтĕмĕшле пайне, Чăваш АССР Министрсен Совечĕн культура тата социаллă пайне ертсе пынă.
1980 çулта пирĕн ентеше Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ пулма уйăрса лартнă. Çак ĕçре вăл пенсие тухичченех вăй хунă. 7 çулта издательствăн пурлăхпа техника никĕсĕ тĕрекленнĕ. Пуçласа хута механизациленĕ майпа тиесе-пушатмалли склад тунă, ĕç условийĕсем лайăхланнă, работниксен пĕрре-виççĕмĕш пайĕ хваттерсем илнĕ. 11-мĕш пилĕк çуллăх планне мĕн пур енĕпе срокчен пурнăçланă. Чи пысăк пĕлтерĕшли - наци издательствисенчен чи малтан рентабельлĕ аталану çулĕ çине тăни. Чăваш кĕнеке издательствин кĕнеке кăларас ĕç опытне РСФСР Госкомиздачĕн ятарлă приказĕпе ырланă. Коллектив ĕçлесе илекен тупăшĕпе илемлĕ тата ача-пăча кĕнекисен тиражĕсене ỹстерме, хваттерсем тума, преми фондне пысăклатма май килнĕ.
Г.А.Красновăн ĕçри пултарулăхне "Хисеп Палли" орденпа (1976 ç.), "Ĕç ветеранĕ" тата ытти медальсемпе хакланă.
Н.АЛЕКСЕЕВ.