"Нацисен кросĕ - 2014"
Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççей шайĕнче "Нацисен кросĕ - 2014" ăмăрту иртет.
Унăн тĕп тĕллевĕ - халăха физкультурăпа тата спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма хăнăхтарасси.
Елчĕк ялĕнче асăннă чупу Тĕп лапамра иртет. Ăмăртăва 11 сехет те 45 минутра уçаççĕ, чупу 12 сехетре пуçланать.
Спорта кăмăллакансене пурне те "Нацисен кросĕ - 2014" ăмăртăва хутшăнма йыхравлаççĕ.
"Елчĕк Ен"