Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хисеплĕ Аслă Елчĕк халăхĕ! Ыйтăма пурте хутшăнар

Авăн уйăхĕн 13-27-мĕшĕсенче çĕр-шывра халăхăн пурнăç условийĕсене комплекслă майпа сăнама палăртни пирки маларах хаçатра пĕлтернĕччĕ.

Аса илтеретпĕр: Раççейри 60 пин, Чăваш Енри 594 кил хуçалăхĕнче тĕпчев ирттерме палăртнă. Пирĕн районта вăл Аслă Елчĕк ялĕнче иртет. Тĕпчев ирттернин тĕп тĕллевĕ - çĕр-шыв халăхĕн пурнăç пахалăхне (пурăнмалли вырăна, йăла условийĕсене, социаллă пулăшусен пахалăхне ) тишкересси.

Ыйтăма ятарлă уполномоченнăйсем йĕркелĕç, чи малтанах вĕсем федерацин патшалăх статисикин службин ĕçченĕсем пулнине ĕнентерекен служба удостоверенине кăтартĕç. Ыйтăмсенчи тата сведенисенчи даннăйсене никама та пĕлтермĕç, вĕсемпе пĕрлехи пĕтĕмлетỹ тунă чух анчах усă курĕç. Çавăнпа та Аслă Елчĕкре пурăнакан граждансене суйлавлă тĕрĕслеве кăмăлласах хутшăнса статистика службин ĕçченĕсене пулăшма ыйтатпăр. Эсир хутшăнмасан халăх пурнăçĕпе пахалăхне палăртакан информаци тулли пулмĕ, çакă халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе патшалăх шайĕнчи малашлăх социаллă программăсене тĕрĕс йышăнас ĕçе чăрмав кỹрĕ.

Л.ГОРШКОВА,

Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи ертсе пыракан эксперт специалисчĕ.



"Елчĕк Ен"
13 сентября 2014
13:32
Поделиться