Чунланас вырăнне чулланас марччĕ
Ырă кăмăл, ăшă чун. Мĕнпе виçетпĕр эпир вĕсене?
Паянхи саманара тỹрккеслĕх тата чунсăрлăх серепине лекекенсен йышĕ ỹссех пыни кăмăла хуçать. Кăнттам, тепринпе çиллессĕн сăмах хушакан çынсене час-часах тĕл пулма пулать: урамра, лавккара, больницăра, пĕр-пĕр кантурта.
Хăй патне ыйтупа килнĕ ватă кинемее пĕр специалист: "Нимĕн те ăнланмастăр! Çỹретĕр кунта!" - тесе хыттăн кăшкăрни тĕлĕнтернĕччĕ. Ватă çынсемпе ĕçлеме ансат мар. Çапах никам та вĕсемпе ĕçлеме ирĕксĕрлемест. Ĕçе хамăр суйлатпăр.
Е тата хăш чухне лавккара тавар хакне ыйтакана çапла тỹрккес хуравланине курма пулать: "Мĕн хак тăнине çырса хунă вĕт, курмастăр-им?! Кунне темиçе кала-кала халтан каян сирĕнпе, ывăнса çитетĕн!" Тавар хакне пĕр сăмахпа калас вырăнне миçе сăмах пулчĕ? Теприсен, чăн та, куçĕ те çивĕчех мар пуль. Пур-çук вак-тĕвекшĕн тарăхмасан, ăшă чунлă, хăвăн ĕçỹпе кăмăллă пулсан, тен, кунĕпе те ĕшеннине сисместĕн. Ыттисемпе кăмăллăн йăл кулса калаçни хăй вăй-хăват хушса тăрать.
Чунпа хытса пынине, теприн нушине çывăха илменнине тепĕр тĕслĕх те кăтартса парĕ. Тĕп хуламăрта чарăну вырăнĕнче тăратпăр. Халăх йышлă. Светофорăн симĕс çутти çутсан автомашинăсем чарăнчĕç те, çуран çỹрекенсем çулăн тепĕр енне каçма васкарĕç. Анчах пысăк хăвăртлăхпа килекен пĕр водитель автомашинине вăхăтра чарса ĕлкĕрейменрен "зебра" çине кĕрсех кайрĕ, çавна май ыттисемпе пĕрле хыпаланса çул урлă каçакан хĕрарăмăн сумкинчи тăсăлса тăракан япалана пырса тăрăнчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, автомашинăран урса кайнă тĕреклĕ икĕ арçын тухрĕç те, тепĕр енне каçма ĕлкĕрнĕ хайхи хĕрарăма ăçтан килнĕ унтан тытса, хутлă-хутлă сăмахсемпе вăрçăнса хăйсен машини енне сĕтĕрме тапратрĕç.
- Полицие илсе каятпăр, - янрашрĕç вĕсем арпашăннă сассисемпе. Хỹтлĕхсĕр хĕрарăм асфальт çине кĕрсе ларчĕ, реклама вырнаçтарнă тимĕр юпаран ярса тытрĕ. Сĕтĕрчĕç-сĕтĕрчĕç хайхискере, çапах та туртса тăратаймарĕç. Кăшкăрса макăракантан хăпрĕç те автомашина çине вырнаçса тапранса кайрĕç. Хĕрарăма хăй туллирех пулни те çăлса хăварчĕ пулĕ, унсăрăн шăпи еплерех килсе тухма пултарнине калама хĕн.
Пĕр самантра пулса иртнĕ çак ỹкерчĕке курсан чарăнура тăракан кашни çыннăн чĕри сỹлетрĕ паллах (кирек кам та ун вырăнĕнче пулма пултарать-çке), анчах арçынсем те инкеке лекнĕ айăпсăр хĕрарăма пырса пулăшма васкамарĕç. Мĕн ку? Сỹрĕклĕх е шиклĕх? Самана улшăнса пынă май этемĕн чунĕ хытса, чун-чĕре пуянлăхĕ тата çынна хакласси тĕтре пек сирĕлсе пырать-ши?
Чунланас вырăнне чулланас марччĕ. Мĕншĕн пĕр-пĕринчен кĕвĕçетпĕр, теприне ăмсанатпăр, усал сунатпăр, сăлтавсăрах элеклетпĕр, кỹрентеретпĕр, укçа-тенкĕ хыççăн хăваласа çынлăх туйăмĕсене çухататпăр? Теприне ăнланма, пулăшу аллине тăсса пама пултарасчĕ, ырăран ырă, усалтан усал çуралать тенине ăша хывасчĕ.
Чыспа тивĕç, тасалăхпа чунлăх туйăмĕсене ĕлĕкрен мала хунă чăваш халăхĕ, общество аталанăвĕн кирек хăш тапхăрĕнче те çынлăх пысăк вырăн йышăннă. Çынлăхлă пулнипе этем çĕр çинчи ытти чĕрĕ чунсенчен уйрăлса тăрать. Çак паха ене çухатса ырă йăласемпе туйăмсене пĕтме парас марччĕ.