Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Анкета ыйтăвĕсене хуравлăр

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2014 çулхи утă уйăхĕн 31-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинче пурăнакан халăхăн сывлăхне çирĕплетмелли тата пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикин, çавăн пекех кашни районăн "Сывлăх профильне" туса хатĕрлемелле тата çирĕплетмелле.

Çак ĕçе вырăнсенче пуçăннă ĕнтĕ. "Сывлăх профилĕ" çынсен сывлăх пахалăхне тата вĕсен сывлăхне витĕм кỹрекен медицинăпа çыхăнман факторсене (ĕçпе пурнăç условийĕсем, апатлану, пурнăç йĕрки, тавралăх мĕнле пулни, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсем, ĕçпе тивĕçтерни тата ытти те) çырса кăтартать, общество сывлăхĕпе ăна витĕм кỹрекен енсене наука енчен хак парать, халăха сывлăх сыхлавĕ çине тимлĕрех пăхма хистет. "Сывлăх профильне" хатĕрленĕ май çынсем сывлăха сыхлас ĕç çине мĕнле пăхнине пĕлме халăхран ыйтассине, анкета ыйтăвĕсем çине хуравлассине йĕркеленĕ. Çак ĕçе электрон мелĕпе тата уйрăм çынпа куçа-куçăн калаçса ыйтса пĕлеççĕ. Районти тĕп, ялсенчи библиотекăсен ĕçченĕсем ку енĕпе ĕçлеççĕ. Электрон мелĕпе ыйтусем çине Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕнчи (www.cap.ru) "Приглашаем принять участие в анкетировании по укреплению и сохранению здоровья" хыпара вуласа хуравлама пултаратăр.

КĔСКЕН. Чăваш Республикине инвалидсене ĕçпе тивĕçтермелли инфратытăма йĕркелеме федераци бюджетĕнчен 3,1 млн тенкĕ хушма укçа уйăрса панă. Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма, хирте тата çурт çумĕнче хушма хуçалăха аталантарма, дача çурчĕсем тума 300 гектар ытла çĕр уйăрса панă. Елчĕк районĕнче çак цифра 14 гектарпа танлашать.



"Елчĕк Ен"
13 сентября 2014
13:23
Поделиться