Йĕркене пăснă
Прокуратура ĕçченĕсем çĕр саккунĕсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ май Елчĕк ялĕнче пурăнакансене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ чухне саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă.
2012-2013 çулсенче райадминистраци райцентрти çĕр лаптăкĕсене сутмалли аукционсене ирттернĕ, çĕнтерỹçĕсене палăртнă - пĕтĕмпех йĕркепе килĕшсе тăрать пек. Анчах та район администрацийĕн представителĕсем хистенипе аукцион умĕн халăхăн хайхи лаптăкĕсене хаклассипе çыхăннă ĕçсемшĕн тỹлеме тивнĕ. Хаклав саккасçи райадминистраци пулнă. Çийĕнчен граждансем çĕр лаптăкĕсене аукционра сутасси пирки хаçатра пĕлтерỹ парса уншăн та тăкакланнă.
РФ Бюджет кодексĕнче вара уçăмлăн палăртнă: вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен юридици вăйĕнчи тытăмсем тата уйрăм çынсем çине хăйсен полномочийĕсене пурнăçлассипе çыхăннă финанс обязательствине "тиеме" ирĕк çук.
Район прокурорĕ райадминистраци пуçлăхĕн ячĕпе çитменлĕхсене пĕтерме сĕнсе представлени çырнă. Ăна тишкернĕ май граждансене çĕр хаклавĕшĕн тата хаçатри пĕлтерỹсемшĕн тỹлеттерме пăрахнă. Прокуратура çавăн пекех район администрацийĕнчен граждансем тăкакланă укçа-тенке шыраса илес тĕллевпе суда 9 тавăç тăратнă, суд вĕсене тивĕçтернĕ.