Тимре ерсен
Тимре (лишай) анлă сарăлнă ỹт-чир чирĕ.
Чир тимреллĕ кушаксемпе, йытăсемпе вылянă хыççăн тата çак чирпе чирленĕ çынсенчен ерет. Сывă марскер усă курнă çỹç тури, пуçа тăхăнмалли, ал шăлли урлă та куçать. Çак япаласенче чире пуçаракансем нумайлăха сыхланса юлма пултараççĕ.
Тимре ỹт çине, пуç çине те тухма пултарать. Икĕ сантиметр диаметрлă тăрăхла е çаврака хĕрлĕ-кĕрен ункăсем пĕрре е йышлă тĕл пулаççĕ. Хĕррисем уççăн палăраççĕ. Çийĕ кушăрхаса тăрать.
Пуç çинчи тимресем кĕрен тĕслĕ, диаметрĕ 1-3 сантиметрлă. Çав вырăнта çỹç те хуçăлать. Чир шаларах кайсан тимре пỹрленме те пăхать. Унран сипленес тесен дерматолог патне каймалла.
Чир ан ертĕр тесен мĕн тумалла-ха? Хуçасăр тата сывă мар кушаксемпе, йытăсемпе вылямалла мар. Кашни уçăлса кĕмессерен ачасен аллисене супăньпе çутармалла. Вылямалли теттесемпе куллен усă куракан япаласене те тасатсах тăмалла.
О.СМИРНОВА,
дерматолог врач.