Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сиенĕ те пур

Компьютер пирĕн пурнăçа çирĕппĕн пырса кĕчĕ. Вăл кил-çуртра, ĕçре, вĕренỹре пулăшакан пулса тăчĕ. Хальхи ачасем çĕнĕ техникăна, компьютера тĕлĕнмелле хăвăрт алла илеççĕ, унпа анлă усă кураççĕ. Анчах та хăвăрт хăнăхни ачасен сывлăхне сиен кỹрет.

Хăвăрăн ывăл-хĕрĕре компьютер умне лартиччен ăна хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине ăнлантармалла. СанПиН санитарипе эпидемиологи правилисемпе нормативĕсем тăрăх компьютерпа мĕн чухлĕ лармаллине палăртнă. Пуçламăш классенче вĕренекенсен 15 минут, 5-7-мĕш классен - 20 минут, 8-9 классен - 25, аслă классенче вĕренекенсен занятин пĕрремĕш сехетĕнче 30 минут, иккĕмĕш заняти вăхăтĕнче 20 минут ларма юрать. 5 çул тултарманнисене 10 минутран, 6 çулхисене 15 минутран ытла компьютер умне лартмалла мар. Шкул ачисене çывăрас умĕн вăйăсем пачах выляттармалла мар. Ача компьютер умĕнче çан-çурăмне лăнчăр ярса ларнăн туйăнать, анчах тăтăшах пĕр пек ларнăран унăн мăй, пуç, алăсемпе çурăм мышцисем хытса каяççĕ. Аслăраххисен остеохондроз пуçланма, кĕçĕннисен çирĕпленсе çитеймен кĕлетки аманма пултарать. Монитор экранĕ çине тинкерсе нумай пăхни те куçсемшĕн сиенлĕ.

С.ПЕТРЯНКИНА,

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн

Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ.



"Елчĕк Ен"
06 сентября 2014
16:58
Поделиться