Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шăлсене яланах упрамалла

Хĕрарăмсен шăлĕсем ытларах йывăр çын чухне пĕтнине çирĕплетеççĕ.

Чăннипех те ун чухне шăлсем витаминсемпе минераллă япаласем çитменнипе ванма пуçлаççĕ. Çавăн пекех пулас амăшĕсем шăлсене сиплессине пепке çуралнă хыççăнхи вăхăта хăвараççĕ. Аслă ăрури çынсем ача çуратнă вăхăтра шăлсем нумай пĕтнине калаççĕ пулсан, хальхи хĕрарăмсен хăйсен шăлĕсене сывă та тĕреклĕ сыхласа хăварма тĕрлĕ майсем пур. Ку ыйтупа тĕплĕн шухăшласа пăхмалла кăна.

Йывăр çын чухне хĕрарăмăн организмĕнче улшăну пуçланать. Ача хырăмра лайăх аталантăр тесе хĕрарăм организмĕ пур енлĕн кĕрешет. Организм вăйсăрлансан çăварта та тĕрлĕ микробсем ĕрчеме пуçлаççĕ. Çавна пула йывăр çын хĕрарăмăн кариеспа чирлесси икĕ хут вăйлăрах аталанса пульпитпа периодонтита куçма пултарать. Унсăр пуçне гигивит аталанма - шăл тунисем шыçма - пултараççĕ. Çăвар ăш-чиккине инфекци лексен ачан сывлăхне сиен кỹме пултарасси куç кĕрет.

Шăлсем япăхнин тепĕр сăлтавĕ - организмра минераллă япаласем (кальци, фтор, фосфор) çитменни. Çак кирлĕ япаласем ача аталаннă çĕре каяççĕ. Енчен те вăхăтра тата лайăх апатланмасан, хăвна та, ачана та кирлĕ микроэлементсем параймасан, чи малтанах шăмăсемпе шăлсем пĕтме пуçлаççĕ. Кальци çителĕксĕр пулсан шăл тунисем юнланса тăма пуçлаççĕ.

Шăлсем сывă пулччăр, вĕсем лайăх упранччăр тесе пулас амăшĕсене ырă канашсем парасшăн.

Ача çуратма палăртнă вăхăтрах стоматолог патĕнче пулни питĕ вырăнлă. Йывăр çын хĕрарăмсем учета тăнă чухне шăлсене тĕплĕн тĕрĕслеттереççĕ. Мĕн ача çуратиччен стоматолог патĕнче шăлсене кăтартса тăрсан питĕ лайăх.

Шăлсене пĕлсе тата тĕрĕс пăхмалла. Кунне икĕ хут тасатни те çителĕксĕр. Кашни çимессерен çăвара чỹхемелле, шăл хушшине кĕрсе ларнă апат-çимĕçе кăлармалла.

Йывăр çын хĕрарăмăн сывлăхне рацион вăйлă витĕм кỹрет. Çавăнпа та менюра хăвна тата пепкене усăллă апат-çимĕç кăна пулмалла. Усăсăр апат ỹт йывăрăшне ỹстерет, шăл эмальне пĕтерет çеç.

Стоматолог патне кайнă чухне сирĕн çакна асра тытмалла: мышьякпа, ыратнине ирттерекен эмелсемпе усă курмалла мар.

Шăлсене шуратма, протез ларттарма юрамасть. Çав вăхăтрах ыратакан шăла вăхăтра сиплемелле.

Е.ХУШКИНА,

Аслă Пăла Тимешри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнчи шăл тухтăрĕ.



"Елчĕк Ен"
06 сентября 2014
16:59
Поделиться