Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пурте пĕр шухăшпа пурăнсан

Пурте пĕр шухăшпа пурăнсан

Район центрĕ çулсерен мар, кунсерен илемленсе, капăрланса пынине кунта килекен хăнасем тỹрех асăрхаççĕ. Халĕ Елчĕкри тĕп лапамра, учрежденисемпе организацисен умĕсенче кăна мар, кашни кил-çурт пахчинче хитре чечексем ỹстереççĕ.

Ыт ахальтен мар 2012 çулта Елчĕк ял тăрăхĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра "Раççейри чи лайăх ял (хула) тăрăхĕ (ял тăрăхĕнче 3 пинрен пуçласа 5 пин çын таран пурăнмалла) Раççей Федерацийĕн Правительствин III степень Дипломне тата 800 пин тенкĕ премие, çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарассипе тата муниципаллă пĕрлешỹсем хушшинче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе лайăх ĕçленĕшĕн РФ Регионсен аталану министерствин Дипломне тивĕçнĕ. 800 пин тенкĕ премие ял тăрăхĕ урамсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртнĕ çĕре янă.

Елчĕкре 24 урам. Нумай хваттерлĕ çуртсем ытларах Юбилей, Комсомол, Çурçĕр, Октябрь, Совет, Андреев тата Мир урамĕсенче вырнаçнă. Уйрăм çуртра пурăнакан харпăр хăйĕн хуçалăхне кăшт вăхăт тупăнсанах тирпейлет, тасатать, илемлетет. Нумай хваттерлĕ çуртсенче вара тĕрлĕ кăмăл-туйăмлă çын пурăнать, интересĕсем те кашнийĕн расна. Кунта йĕркелĕхшĕн тăрăшма çăмăлах мар пек туйăнать. Çук, иккен. Ку вăл хăйсенчен кăна килет.

Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсем кĕске вăхăт хушшинчех хăйсен сăнне улăштарчĕç. Малтанах çуртсен тăррисене илемлĕ тĕслĕ профнастилпа витрĕç. Унтан территорине тирпей-илем кĕртсе кирлĕ мар япаласенчен тасатрĕç. Паян нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсене пырса кĕрсен чун савăнать: кивĕ сарайсене пăснă, пуррисене тирпейленĕ, решеткесене сăрланă. Ỹркенменнисем пушă выртакан çĕр çине тĕрлĕ чечексем лартса ỹстереççĕ. Унчченхи пек пылчăк кураймăн çуртсен территорийĕсенче. Чи тирпейлисем, чи маттуррисем - Комсомол урамĕнчи виççĕмĕш çуртра пурăнакансем.

Кашни подъезд патне брусчатка сарнă, ытти çула асфальтпа хытарнă. Ку территоринче пĕр çỹп-çап та кураймăн. Çирĕп график тăрăх хваттер хуçисем кашни кун урама шăлса тăраççĕ. Урнăсене, саксене те сăрласа илемлетме майсем тупнă.

Райадминистраци хỹми çумĕнчи пушă çĕре ахаль вырттарас темен маттур хĕрарăмсем, пĕлтĕрех нумай çул ỹсекен чечексем акса хăварнă. Çуркунне палисадник тата ытти чечексемпе пуянланнă. Çу кунĕсенче карта хĕррипе утнă май тутлă шăршă кăларакан чечексемпе киленнине каласа параççĕ иртен-çỹренсем. Уйрăмах Фаина Цыганова пуçаруллă пулнине палăртаççĕ.

Подъездсем, хуралтăсем умĕнче вара резина кустăрмаран касса ăсталанă савăтсенче, вĕсене кашнине тĕрлĕ сăрăпа сăрланă, тĕрлĕ чечек ешерет. Ăна Елена Кириллова пăхса тăрать.

Подъездсем те таса та çутă. Акă, виççĕмĕш подъезда пырса кĕрсенех çемçе палас çине пусатăн. Картлашкасемпе утнă май стена çинчи тĕрлĕ ỹкерчĕксем куç умне пулаççĕ. Зинаида Трифонован ылтăн аллисем тĕрлĕ материалтан хатĕрленĕ ỹкерчĕкĕсем уйрăмах паллă вырăн йышăнаççĕ. Кунтах тĕкĕр те вырнаçтарнă. Йывăç алăксене тимĕррисемпе улăштарнă.

Хăтлă та тирпейлĕ пурăнас тесен укçа-тенкĕ те сахал мар кирлĕ. Çавна май подъездсене, алăксене сăрлассине хваттерте пурăнакансем хăйсем çине илнĕ. Никам та кĕсьене çỹхетнĕшĕн сăмах вакламасть. "Такама валли мар, хамăршăн тăватпăр. Илеме пурте юрататпăр", - теççĕ пурте пĕр кăмăллăн.

Райцентрти ытти çуртсенче пурăнакансен вĕсен паха тĕслĕхне усă курмаллах. Хальлĕхе сăрă лекмен урайлă подъездсем те пур-ха райцентрта.

Республикăра çулсерен нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес тата симĕслентерес енĕпе ятарлă конкурс йĕркелеççĕ. Асăннă çуртра пурăнакансем кăçал унта хутшăнаççĕ. Ăнăçу вĕсене.

В.СМИРНОВА.



"Елчĕк Ен"
06 сентября 2014
16:48
Поделиться