Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

М.Игнатьев сĕнĕвне ырланă

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕнче Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулсан Шупашкарти "Трактор завочĕсем" концерна пулăшас ыйтăва сỹтсе явнине пĕлтернĕччĕ. Çакăн хыççăн мĕнлерех утăмсем тунă-ши?

(Редакцие килнĕ çыруран).

Ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Михаил Вансяцкий хуравлать:

Михаил Игнатьев Раççей Президентне "Трактор завочĕсем" концерн 2014-2015 çулсенче хамăр çĕр-шывра хатĕрлекен техникăн çĕнĕ моделĕсене (трактор, экскаватор, погрузчик, шывра ишекен, кирек хăш çулпа çỹрекен машина тата ытти те) туса кăларма палăртнине, анчах çак тĕллеве пурнăçлама производствăна маларах явăçтарнă кредитсене тавăрса парас тĕлĕшпе тухса тăнă чăрмавсем пуррине пĕлтернĕ. Сăмах 47 млрд тенкĕ пирки пырать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ "Аталанупа тулаш экономика ĕç-хĕлĕн банкĕ" патшалăх корпорацине (Тулашэкономбанк) "Трактор завочĕсен" кредичĕсене реструктуризациленĕ чух предприяти лару-тăрăвне уйрăммăн пăхма сĕннĕ тата Владимир Путинран çак ыйтăва татса памашкăн пулăшма ыйтнă.

Çĕр-шыв Президенчĕ хушнипе Чăваш Ен Пуçлăхĕн сĕнĕвне сỹтсе явнă. Çакăн хыççăн ăна Раççей Федерацийĕн Промышленность тата суту-илỹ министерстви ырласа йышăннă. Парăма реструктуризацилемелли йĕркене Тулашэкономбанкăн Сăнав канашĕн ларăвĕнче çак уйăхра çирĕплетме палăртаççĕ.



"Елчĕк Ен"
06 сентября 2014
16:52
Поделиться