Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сумлă ветеран

Ял-йыш, "Труд" ЯХПК правленийĕ, йышлă ывăл-хĕрĕсемпе мăнукĕсем Тĕмер ялĕнче пурăнакан Виталий Деомидович Петрова 75 çул тултарнă ятпа саламланă.

Виталий Петров нумай çул ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ: Тĕмерти пĕрлешỹллĕ хуçалăхра, пĕрлешсе пысăкланнă "Знамя" колхозра тĕп зоотехник пулнă. Малтан Хусанта сăрт-ту техникумĕнчен,ĕçленĕ хушăрах Пăвари зооветеринари техникумĕнчен, Шупашкарти ял хуçалăх институчĕнчен вĕренсе тухнă. Пултаруллă та хастар ĕçпе ял-йыш хисепне çĕнсе илнĕ. Ăна икĕ хутчен Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп Грамотипе, нумай-нумай Хисеп хучĕсемпе чысланă, "Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят панă.

Н.АЛЕКСЕЕВ.



"Елчĕк Ен"
03 сентября 2014
11:27
Поделиться