Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сирĕн парăм пур-и?

Парăмсене шыраса илес тĕлĕшпе рейдсем йĕркеленĕ май хăш-пĕр парăмçăсем тĕрлĕ сăлтава пула хăйсен парăмĕ пуррине пĕлменни пирки хыпарлаççĕ.

Çавăнпа та кашни çыннах хăйĕн парăмĕ пуррипе е çуккипе кăсăкланса Федерацин налук службин сайчĕсене (адресĕсем: www.nalog.ru; www.r21.nalog.ru) е Федерацин суд приставĕсен службин сайтне кĕме ("Банк данных" баннерта хăвăрăн хушаматăра, ятăра, аçăр ятне, çуралнă вăхăта çырмалла) сĕнетпĕр.

Парăм пирки вăхăтра пĕлсе ăна вăхăтра тỹлени тĕрлĕ пăтăрмахран упрать.

В.КАЗАКОВ.



"Елчĕк Ен"
03 сентября 2014
11:16
Поделиться