Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шăнкăртатрĕ шăнкăрав йыхăрса ачасене

Шăнкăртатрĕ шăнкăрав йыхăрса ачасене

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти капăр тумлă вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ пĕрремĕш линейкăна стадиона пуçтарăнчĕç. Пĕлỹ кунĕ ячĕпе саламласа чи малтанах шкул директорĕ Л.Васильева сăмах илчĕ. Унтан Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С.Петрова, район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, ашшĕ-амăшĕн ячĕпе Н.Петрова саламласа çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче вĕренỹпе воспитани ĕçĕнче ăнăçусем сунчĕç. Выпускниксем пĕрремĕшсене асăнмалăх парнесем пачĕç.

Елчĕк шкулĕнче кăçал 617 ача, вăл шутран выпускниксем 73-н, пĕрремĕш классем 63-н парта хушшине ларчĕç. Çавăн пекех çак вĕренỹ çулĕ кадет класĕ уçăлнипе палăрса юлать. Пиллĕкмĕшсен кадет класĕнче 23 вĕренекен. Вĕсене В.Николаев учитель ертсе пырать. Вĕренекенсем шкула ятарлă çар формипе çỹреççĕ. Шкулта çар ĕçне тĕплĕн вĕрентни ачасен патриот туйăмне аталантарма пулăшатех.

Çак кунах "Прогресс" акционерсен обществин профсоюз комитечĕн председателĕ О.Крылова çуллахи каникул вăхăтĕнче тăван хуçалăха пулăшнă шкул ачисене - Алексейпе Андрей Куприяновсене, В.Журавлева, Петрпа Карина Галкинсене, Н.Арбузовăна, К.Выйгетовăна, О.Доброхотовăна, Д.Гаврилова укçан преми парса хавхалантарчĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх савăнăçлă линейка пĕрремĕш шăнкăравпа вĕçленчĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ, шкулти отличник тата спортсмен, 11 класра вĕренекен Артур Михайлов тата пĕрремĕш класри Елизавета Молодова пачĕç. Унтан пурте Паттăрлăх урокне васкарĕç.

Сăн ỹкерчĕкре: кадет класĕнче вĕренекенсем.

Х Х Х

Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта Пĕлỹ кунне халалланă уява ăшă сăмахсем каласа шкул директорĕ Г.Дементьева уçнă. Унтан пухăннисене район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ Ф.Цыганова, директор çумĕ С.Яковлева саламланă. Кăçал кунта 56 ача партăсем хушшине ларнă. Пĕрремĕш класа 13 вĕренекен килнĕ.

Шкул администрацийĕ иртнĕ вĕренỹ çулне пĕтĕмлетсе çулталăкри чи лайăх вулакансене, чи лайăх спортсмена, чи лайăх вĕренекене, чи лайăх ашшĕ-амăшне палăртнă. Çак сумлă ятсене 4-мĕш класри А.Шуйкова, 8-мĕш класри М.Львова, 8-мĕш класри С.Сергеева, 9-мĕш класри М.Печкова, çичĕ ачаллă М.Львова йышăннă. Вĕсене Хисеп грамотисем парса чысланă. Уяв юррисем, саламĕсем калакансен йышĕнче ача садне çỹрекенсем те пулнă.

Часах кĕтнĕ вăхăт çитнĕ. Шăнкăрав янраса кайнă. Ăна 9-мĕш класра вĕренекен Марта Печковăпа пĕрремĕш класри Денис Петров шăнкăртаттарнă.

Х Х Х

Чăваш Тăрăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти 50 вĕренекеншĕн çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнине пĕлтерсе пĕрремĕш шăнкăрав янăранă.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа вĕренекенсемпе вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне шкул директорĕ В.Малов, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçи П.Тремасов, çак шкултан вĕренсе тухнă уйрăм предприниматель В.Баринов, В.Смирнов фермер саламланă. Валерий Баринов шкул ачисене спорт формисем тата мини футбол вылямалли хапхасем, Валерий Смирнов пĕрремĕш класа каякана вĕренỹ хатĕрĕсем парнеленĕ.

Кĕмĕл саслă шăнкăрав янăранă хыççăн вĕренекенсем Паттăрлăх урокне ларнă. П.Кузнецов учитель ачасене Пĕрремĕш тĕнче вăрçин историйĕпе тĕплĕн паллаштарнă.

Эрне тăршшĕпех çунă çумăрсем хыççăн Пĕлỹ кунĕнче янкăр тỹпе, хĕртсе хĕвел пăхни шкул ачисене çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче çут çанталăк та ăнăçу суннине палăртрĕ пулинех.



"Елчĕк Ен"
03 сентября 2014
11:07
Поделиться