Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пушартан асăрханатăр-и?

Пушартан сыхланасси - чи пирвай пурнăçламалли тĕллевсенчен пĕри.

Çурла уйăхĕнчен пуçласа районта пушар гидранчĕсене, водоемсене тата башньăсене тĕрĕслессипе çыхăннă кĕрхи тапхăр пуçланнă. Çавна май пушар хурал ĕçченĕсем пушар вăхăтĕнче шывпа тивĕçтерекен 251 çăл куçран (37 пушар гидранчĕ, 156 водоем, 58 башня) 112-шне (44.62 процент) тĕрĕслеме ĕлкĕрнĕ.

Çавăн пекех вĕсем 2341 хуçалăхра, 31 нумай хваттерлĕ çуртра пушар хăрушсăрлăх йĕркине мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.



"Елчĕк Ен"
03 сентября 2014
11:13
Поделиться