Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Мухтавлă ентешĕмĕр асран тухмĕ

Мухтавлă ентешĕмĕр асран тухмĕ

Кăçалхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрĕ, СССР космонавт летчикĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 85 çул çитет.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнăскер, 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче "Восток-3" космос карапĕпе тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ, 3 талăк та 22 сехет те 22 минут пулнă вăл унта. Павел Романович Попович тепĕр талăкран космоса хăпарса пирĕн ентешпе пĕрле вĕçеве хутшăннă.

Мухтавлă ентешĕмĕре тĕнчере, çĕр-шывра, тăван енре чăннипех хакланă. Унăн ячĕпе Шупашкарта ача-пăча паркĕ, урам хисепленсе тăрать.

1962 çулхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче "Космос паттăрĕсене мухтав" кĕнеке кăларнă. Унта А.Г.Николаевпа П.Р.Попович космонавтсене халалланă статьясемпе документсем кĕнĕ. Çак çулах А.Г.Николаев Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕнĕ. Вăл республикăра çак хисепе чи малтан тивĕçнĕ.

1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-19-мĕшĕсенче А.Г.Николаев "Союз-9" карап командирĕ пулса иккĕмĕш хут космоса çĕкленнĕ.

Чăваш Республикин хальхи истори патшалăх архивĕнче космонавтăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне палăртакан документсем сахал мар. Тĕпрен илсен, вĕсем - А.Г.Николаев Чăваш Енре пулнă самантсене сăнлакан фотоỹкерчĕксемпе альбомсем.

Çавăн пекех патшалăх архивĕнче Андриян Григорьевичпа пĕрремĕш хĕрарăм-космонавт Валентина Владимировна Терешкован туйне, Чăваш тăрăхĕнче пулнине сăнлакан фотоỹкерчĕксем те пур. Çакăнта обществăпа политикăн паллă деятелĕн Семен Матвеевич Ислюковăн фончĕ те паллă вырăн йышăнать. Унта А.Г.Николаев 1984 çулта партин облаçри конференцийĕнче тухса калаçнă тексчĕ упранать. Çавăн пекех обществăпа партин паллă деятелĕпе Илья Павлович Прокопьев космонавтпа 1989-2001 çулсенче çỹретнĕ çырусем те пур.

Патшалăх архивĕнче А.Г.Николаев космоса вĕçнĕ ятпа янă саламсемпе телеграммăсем те сахал мар. Вĕсенче Андриян Григорьевича нумай çул пурăнма сĕннисем, унăн амăшне Анна Алексеевнăна мухтанă йĕркесем чуна илĕртеççĕ.

2010 çулхи юпа уйăхĕнче Е.Н.Николаева Андриян Григорьевич ячĕпе çыхăннă документсене - удостоверенисене, дипломсене, аттестатсене, докладсемпе ĕçсен списокне, ĕçсен конспекчĕсене тата ыттисене архива упрама панă.

2009 çулхи архивăн специалисчĕсем "За границы зеленого пространства" документсен электрон списокне хатĕрленĕ. Ăна космонавт 80 çул тултарнине халалланă. Унта 100 ытла сăн ỹкерчĕксемпе документсем кĕнĕ. Кăçал та унăн иккĕмĕш пайне хатĕрленĕ. Унпа кашни çын паллашма пултарать.

Патшалăх архивĕнче упранакан документсем А.Г.Николаевăн пурнăçне тĕрлĕ енлĕ сăнласа параççĕ, унăн мухтавлă кун-çулне палăртаççĕ. Пирĕн ентешĕмĕр чăваш нацине чăннипех чапа кăларчĕ.

М.БЕЛКОВА,

ертсе пыракан архивист.



"Елчĕк Ен"
03 сентября 2014
11:20
Поделиться