Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хамăра хамăр юратмалла

Кабинета 42 çулхи арçынна кỹрши çавăтса кĕчĕ. Вăл урисене аран сĕтĕркелет. Тĕп килте пĕчченех юлнă. Авланса та ĕлкĕреймен. Çамрăк чухне Мускав стройкисене çỹренĕ, анчах та ĕçлесе илнĕ укçи-тенкине ĕçсе пĕтерсех пынă. Юлашки çулсенче эрех хакланса пынă май вăл "фунфуриксем" çине куçнă. Утайми пулса ларнă. Врачсем ăна республикăри сывлăх центрне тĕрĕсленме янă. Тĕпчевсем çак вăй питти арçыннăн аллисемпе урисенчи нервисемпе мышцăсен виçи типнине палăртнă. Тата хăрушши - пуç мимин ĕçĕ чакни: пуç ыратни, юн çаврăнăшĕ улшăнни, пуç çаврăнни, ăс-тăн чакса пыни... "Килте кирлĕ япаласене ăçта хунине пачах астумастăп", - тет вăл. Халь вăл инвалида тухасшăн...

Акăлчан ученăйĕсемпе Заридзе профессор Раççей арçыннисем ытларах эрехпе сиенленсе вилнине палăртаççĕ. Эрнере виçĕ бутылкăран ытларах эрех ĕçекен арçынсем час вилеççĕ. Вилес хăрушлăх вара 35-54 çулхи арçынсен - 35 процент, 55-74 çулхисен эрехе пула вилесси 64 процент таранах. Сусăрланнă, хăйсен ирĕкĕпе пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем те сахал мар.

Ученăйсем эрехпе иртĕхекенсем уйрăмах карланкă, пĕвер ракĕпе, туберкулезпа, пневмонипе, панкреатитпа, пĕвер циррозĕпе, чĕре чирĕпе чирленине палăртнă. Хальхи вăхăтра Раççей арçыннисен 25 проценчĕ 55 çула çитичченех пурнăçран уйрăлать. Арçынсем хăйсен сывлăхне эрех ĕçсе, табак туртса сиен кỹнине пытарма кирлех мар.

Эрехпе ашкăнассине, табак туртассине чакарас тĕллевпе çĕр-шывра тĕрлĕ саккунсем йышăннă. Питĕ лайăх. Анчах унăн уссине ăнланса илсе ăна пурнăçлама тата хамăра упрама, юратма хăçан вĕренĕпĕр-ши? Хăйĕн сывлăхĕ çинчен шутлакан çын сиенлĕ йăласемпе туслашас çук. Паянах эрех черккине аякка тĕксе ярсан, çăвара пирус хыпмасан ĕмĕр те вăрăм пулĕччĕ. Хамăра хамăр упрасчĕ, хисеплĕ арçынсем.

А.МОЛОСТВОВ,

врач.



"Елчĕк Ен"
03 сентября 2014
11:23
Поделиться