Эсир хĕле хатĕр-и?
Çуллахи шăрăх кунсем хыçа юлчĕç. Çумăрсем пуçланчĕç.
Ăмăр кунсем хыççăн вара сиввисем çитессе кĕтсех тăр. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов иртнĕ эрнери видеоконференцире хальхи çивĕч ыйтусене хускатнă. Агитбригадăсем уй-хир ĕçченĕсем патне тухса çỹренине епле йĕркелени, муниципаллă культура учрежденийĕсене паспортизацилесе шута илесси, библиотекăсем валли альтернативлă майпа хаçат-журнал çырăнтарасси пирки тĕплĕн калаçнă. Культура учрежденийĕсене хĕле хатĕрлесси те паянхи çивĕч ыйту. Хальхи вăхăтра районти культура учрежденийĕсенче çуртсенчи шăтăк-путăксене питĕреççĕ, котельнăйсене тĕрĕслеççĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пурнăçлаççĕ.