Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Айтăр, пĕрле савнар-и?

Пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕр, Чăваш Республикин халăх артисчĕ, Ульяновск облаçĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ тата Тутарстанăн тава тивĕçлĕ артисчĕ Вячеслав Христофоров ертсе пыракан паллă ушкăн тăван ене концертпа килет тенĕ хыпар районта çиçĕм пек хăвăрт сарăлчĕ. Савăнăçлă каç культура çуртĕнче те, урамри уçă лаптăкра та мар - тинтерех кăна хута кайнă спортпа кану центрĕнче иртни те чылайăшне кăсăклантарчĕ. Çавна май вырăнсене маларах саккас паракансем те, билетсене концерт умĕн туянакансем те йышлăн пулчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ 250 вырăнлă залра пĕр пушă вырăн та юлмарĕ. Чылайăшĕ пĕр вăхăтрах хăйсен çуралнă кунне е юбилейне, мăшăрлану менелникне е ытти савăнăçне тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене йыхравланă-мĕн.

Яланхи пекех, концертри кашни номер, юрă-ташă питех те кăмăллă, чуна пырса тивмелле янрарĕ. Куракансем, хальхинче чăн-чăн хăнасем пулса тăнăскерсем, пĕр вăхăтрах чей, соксем ĕçме пултарчĕç, ăста поварсем хатĕрленĕ "чĕлхене çăтса ямалли" тутлă апат-çимĕçпе сăйланчĕç, артистсене хапăл туса тăвăллăн алă çупнипе пĕрлех, хăйсем те юрларĕç, ташларĕç. Ушкăнпа та, пĕччен те пĕр-пĕрне ăшшăн саламлани янраса тăчĕ. Кашниех хăйĕн творчество ăсталăхне кăтартма тăрăшрĕ.

- Пирĕн концерта йышпа пухăнса килнĕшĕн пурне те пысăк тав, - терĕ Вячеслав Христофоров, тен, пĕрремĕш хут мар çакăн пек лару-тăрура концерт лартнăскер. Унăн сăмахĕсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллинпа ыттисен саламĕн техĕмĕ те палăрчĕ.

- Мĕнле иртрĕ паянхи савăнăçлă каç? - тесе ыйтсан куракансенчен чылайăшĕ çапларах хуравларĕç:

- Питĕ лайăх. Икĕ сехет ытла пынă тĕлĕнмелле концерт епле иртнине сисмерĕмĕр те. Кăмăл тулчĕ.

- Тăвансемпе, çывăх çынсемпе ирĕк те хỹхĕм залра, талантлă артистсемпе пĕрле юрласа савăнни нумайлăха асран тухмĕ.

- Çакăн пек уяв-концертсем çынсене туслашма, çывăхрах пулма, тăванлашма чĕнеççĕ. Акă мĕн!

- Хам кăмăл-туйăм лайăхран пурне те "Атьăр, пĕрле савнар-и?" тесе алă парас килет...

А.ТИМОФЕЕВ.



"Елчĕк Ен"
30 августа 2014
16:12
Поделиться