Вăтам бизнес - экономика никĕсĕ
Çурла уйăхĕнче районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне федерацин налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕн начальникĕ В.Антонов хутшăнчĕ. Пирĕн корреспондент унпа тĕл пулса калаçнă.
- Ырă кун пултăр, Вячеслав Александрович. Паян Елчĕк районĕнче иртекен Пĕрлехи информаци кунне мĕнлерех кăмăл-туйăмпа хутшăнатăр?
- Елчĕк районне эпĕ яланах çĕкленỹллĕ туйăмпа килетĕп, мĕншĕн тесен кунти халăх тăрăшулăхĕ тата ĕçе вăхăтлă пурнăçласа пыни мана хавхалантарать. Кăçалхи 7 уйăхри ĕç-хĕле тишкерес пулсан та, Елчĕксем ăнăçлă ĕçлесе пынине курма пулать. 2014 çулхи 7 уйăхра бюджетсемпе фондсене 55734 пин тенкĕлĕх налукпа тỹлев хывнă (пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 118 процент). Федераци бюджетне - 5162 пин (182 процент), республика бюджетне - 17815 пин тенкĕ (139 процент), вырăнти бюджета 32757 пин (104 процент) хывнă.
Вырăнти бюджета хывнă виçен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчен чи пысăкки уйрăм çынсен тупăшĕнчен кĕнĕ налук - 24091 пин тенкĕ (101 процент). Харпăр хăйĕн тупăшĕсем пысăк хăвăртлăхпа ỹсни налук хăвачĕ çирĕпленнине, организацисемпе предприятисен финанспа хуçалăх тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынине, ертỹçĕсен йышăнăвĕсем вырăнлă та тивĕçлĕ пулнине палăртаççĕ.
Кăтартусем пур енĕпе те ỹсĕмлĕ пулсан, ял хуçалăх таварне туса кăларакансен тупăшĕнчен пырса кĕнĕ налук шайĕ чакнă. Иртнĕ çул вăл 550 пин тенкĕпе танлашнă, кăçал 223 пин тенкĕ пулнă. Сăлтавĕ - пĕлтĕрхи шăрăх çанталăка пула ял хуçалăх таварĕсене туса илесси палăрмаллах чакнинче.
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 17 ял хуçалăх предприятине, 62 хресчен (фермер) хуçалăхне, 8558 уйрăм хушма хуçалăха шута илнĕ. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен уйăхри вăтам ĕç укçи, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 15 процент ỹснĕ, 12 пин тенкĕ яхăн. Çапах та çак укçа-тенкĕ паянхи кун пурăнма çителĕксĕр пулнине лайăх ăнланатпăр. Тивĕçлĕ ĕç укçи илекен çын ют регионсене ĕçлеме çỹремĕ, вырăнтах тăрăшса çурт-йĕрне те хăпартĕ, çемье те çирĕпленĕ. Хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем ĕç укçине ỹстерсе пырассишĕн яваплă. Ĕç паракансем ĕçченсене мĕнле виçепе ĕç укçи тỹленине тишкерес тĕллевпе район администрацийĕ çумĕнче ятарлă комисси йĕркеленĕ. Асăннă комиссине пĕр çынна пурăнмалăх тивекен укçа-тенкĕ вăтам виçинчен сахалрах (паянхи кун 6960 тенкĕпе танлашать вăл) ĕç укçи тỹлекен ертỹçĕсене чĕнтереççĕ, шалу сахал тỹленин сăлтавне тишкереççĕ.
Парăмçăсемпе уйрăммăн калаçассине те йăлана кĕртнĕ.
- Юлашки вăхăтра конвертпа паракан ĕç укçи, çав усламран çынсем налук тỹлеменнипе сăлтавланнă сиен пирки час-часах калаçнине илтме пулать...
- Тупăшран илекен налук - вырăнти бюджет никĕсĕ. Шел те, хăш та пĕр районта пĕчĕк шалу тỹлекен предприятисемпе организацисем çав-çавах пур-ха. Шăпах çакăн евĕр предприятисен ертỹçисем ĕç укçине конвертпа параççĕ. Чылай ĕçчен шалăва конвертпа тỹленĕшĕн кăмăллă пулни ура хурать, саккуна пăхăнман ертỹçĕсене тупса палăртас ĕçе йывăрлатать. Ĕçченсем темшĕн çакна ăнланасшăн мар - ĕç укçине вăрттăн илеççĕ пулсан, ĕç паракан вĕсемшĕн пенси фондне тивĕçлĕ укçа-тенкĕ куçармасть, апла пулсан çулсем иртнĕ май тивĕçлĕ канăва кайсан ĕçченĕн пенсийĕ пĕчĕк пуласси халех паллă.
- Вăтам бизнес экономика никĕсĕ пулнине палăртать Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
- Паянхи кун Чăваш Республикин тата районсен экономикин ỹсĕмĕ çине уйрăм çыннăн бизнесĕ аталанни пысăк витĕм кỹрет.
Республика регион тата вырăнти шайри бизнеса пулăшма тăрăшать - Чăваш Республикин бюджетне куçармалли налук тĕлĕшĕпе çăмăллăх парать (2013 çулта унăн сумми 644,5 миллион тенкĕпе танлашнă).
Елчĕк тăрăхĕнче те хăйсен ĕçне йĕркелекен предпринимательсен йышĕ ỹссе пыни савăнтарать. Иртнĕ çул 418 предпринимателе регистрациленĕ пулсан, кăçал вĕсен йышĕ утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 440-е çитнĕ.
- Налук пуçтарас ĕç мĕнле шайра?
- Пирĕн налук инспекцийĕ 4 районпа (Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă) ĕçлет. Елчĕк районĕ налук пуçтарассипе пуринчен те лайăх ĕçлесе пынине палăртма кăмăллă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене халăхпа тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн, ăнлантару ĕçĕсене вăхăтлă тата пахалăхлă пурнăçланăшăн пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Елчĕк районĕнче куçман пурлăха еткерлĕхе, хуçасăр пай çĕрĕсене ял тăрăхĕсен харпăрлăхне куçарас, çĕрсене инвентаризацилес, çĕрсене харпăрлăха е арендăна парас ĕç-хĕл тивĕçлĕ шайра пынине те палăртмалла.
- Калаçушăн тавах.
Елена ПЕТРОВА.