Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тăлăха юлнă арăмне

Упăшка чĕре чирне пула кăçал ака уйăхĕнче пурнăçран уйрăлчĕ. Унăн пенсине почтальон мана памарĕ. Тĕрĕс турĕ-ши?

Почтальон тĕрĕс тунă. РФ Пенси фончĕн тата РФ Ĕçлев министерствин 2004 çулхи нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнчи 15п/18-мĕш йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, пенсие федераци почта çыхăнăвĕн организацийĕ урлă илсе çитернĕ чухне шутланă суммăна çын вилнĕ кун тата çак дата хыççăн пама юрамасть.

Çав укçана "Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен" саккунăн 23 статйи тăрăх пенси органне тавăраççĕ тата çирĕплетнĕ йĕркепе тỹлеççĕ. Çак укçана упăшки виличченех пĕрле пурăннă арăмĕ (документпа çирĕплетнĕ хыççăн) илме пултарать. Маларах хĕрарăмăн мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнăранпа 6 уйăх иртиччен (еткерлĕх докуменчĕсем йĕркелемесĕр) пенси органне кайса заявлени çырмалла.

Г.ЧЕРНОВА.



"Елчĕк Ен"
23 августа 2014
13:41
Поделиться