Сывлăхшăн хăрушă
Вьетнамри вăрçă вăхăтĕнче американецсем партизансемпе кĕрешес тĕллевпе хими хĕç-пăшалĕпе усă курнă. Часах çĕр çимĕç пама пăрахнă, йывăçсем хăрма, чирлĕ е вилĕ ачасем çуралма пуçланă, тĕрлĕрен, медицинăна парăнман чир-чĕр таврара сарăлнă. Вăл вăхăтра американецсем диоксинпа усă курнă пулнă. Пластик тата полиэтилен çуннă вăхăтра та çак наркăмăшлă хутăш сарăлать иккен.
Республикăра юлашки икĕ çул хушшинче 2234 хăй хальлĕн йĕркеленĕ çỹп-çап вырăнĕсене тупнă.
Хăш-пĕр предприяти е харпăр хăй хуçалăх çыннисем каяшсене вăрмана, çывăхри çырмана кайса пăрахаççĕ, чылайăшĕ вара çул айккине "вăркăнтарса" хăвармашкăн та именмест. Тавралăха варалакан, чылай чух наркăмăшлакан çак япаласем пурте каярах пысăк тата пĕчĕк юхан шывсене юхса кĕреççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Атăл шывĕ. Атăл шывĕпе вара çур республика халăхĕ усă курать.
Раççейри çут çанталăка асăрхас енĕпе ĕçлекен управлени саккунсăр хыт каяшсен вырăнĕсен шучĕ ỹссе пынине палăртать. Чылайăшĕ тата япаласем сапаланса ан çỹреччĕр тесе вĕсене çунтарма тăрăшать, анчах та пластик тата çатăртатакан пакетсем çуннă вăхăтра таврана сиенлĕ хутăш сарăлни çинчен хăйсем чухламаççĕ те пулас. Хăрушă хутăш - диоксин - этем организмĕнче 12 çул упранать.
Диоксин çын организмне лексессĕн чи малтан иммун системине хавшатать, пĕвере аркатать. "Хăш чух çемьесенче ача пулманни те çак наркăмăш витĕмĕ", - теççĕ ăсчахсем. Вĕсем диоксин сиенĕнчен тĕлĕннĕ, тупсăмне чылай çул шыранă. Иккен, диоксин хутăш белок клеткине кĕрсе вырнаçма пултарать, вара унта, малалла аталаннăçем, организмра окислени процесне хăвăртлатать. Паллах, окислени процесĕн хăвăртлăхĕ ỹснеçĕм этем те хăвăртрах ватăлать.
Унсăр пуçне диоксин хутăш çын ăшне сывлăшпа, апат-çимĕçпе е урăхла майпа лекекен наркăмăшлă япаласемпе те тачă çыхăнура иккен.
Наркăмăшланма нумай кирлĕ вăл текенсене çапла калăп: (60 килограмм таякан çынна 6 микрограмм). Кăшт çеç!
Кăмакара, пахчари пичкесенче пластик çунтаракансем валли: эсир саракан диоксин хутăш ăçта та хăçан вырнаçассине никам та пĕлмест. Тен, вăл сирĕн ешĕл улăхра çỹрекен юратнă выльăхăр ăшне е çеçке çуракан чечек çине вырнаçĕ? Эпĕ усă куракан шыва пĕр хутăш та лексен теме пĕри те хăймĕ тесе шутлатăп. Диоксин хутăш çилпе вĕçсе килме те пултарать.
Тавралăха наркăмăшлакан япаласенчен радиаци каяшĕсенчен хăтăлнă пек хăтăлмалла. "Пластикран пĕр сиенсĕр хăтăлас тесен ăна ятарлă тасатмалли фильтр тытакан кăмакара 1000 градус температурăра çунтармалла", - ăнлантарать медицина наукисен тухтăрĕ Б.Ревич.
Çавăнпа та çỹп-çап, пластик тата полиэтиленсене пуçтарса саккунлă свалкăсене ăсатăр. Унта вĕсем нумай çул выртса хăçан та пулин çĕрĕç.
Туссем, манар мар, пулас ăру сывă çуралса ỹссе çитĕнесси пирĕн алăра!