Президент суйласа илнĕ
Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче 2014 çулхи юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелỹ комитечĕн пĕрремĕш ларăвне тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канаш ларăвне хутшăннă.
Ларăва Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко ертсе пынă. Йĕркелỹ комитечĕн членĕсене вăл форума ирттермелли вырăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин суйласа илнине пĕлтернĕ. "Тỹрех калас тетĕп - Президент ăнсăртран суйламан. Вăл çакна шута илнĕ - Чăваш Республикинче юлашки çулсенче физкультурăпа спорт лайăх аталанса пыраççĕ. Кунта пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕпленет, физкультурăпа спорт занятийĕсем ирттерме условисем туса параççĕ, спортпа туслисен йышĕ ỹсет. Спорт резервне хатĕрлемелли тытăма çĕнетсе улăштарнă, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен пурлăх бази çирĕпленет, çĕр-шывăн наци пĕрлехи командисенче республика çыннисем йышлă. Чи кирли тата - республика юлашки çулсенче пысăк спорт форумĕсемпе турнирсем ирттерекен центр пулса тăчĕ. Çавăнпах Владимир Владимирович Путин "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума Шупашкарта ирттерме йышăнчĕ", - палăртнă Виталий Мутко.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тăрăх, Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне Шупашкарта йышăнасси - республикăшăн пысăк чыс тата яваплăх. Çавăнпа ЧР Министрсен Кабинечĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, общество организацийĕсем, Шупашкарта пурăнакансем ĕçе хастар пуçăннă.